Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
15 Апрелӗн 2023, 11:00

Чечен ҫуркунне

Вӑранчӗ ҫанталӑк хӗлле ыйхинчен,Хӗвелӗ пит ӑшшӑн ҫӳлтен хӗртнӗрен.Шур юрӗ хуралчӗ, шыв пулчӗ, юхсаТусем ҫинчен чупрӗ аслӑ ҫырмана.

Чечен ҫуркунне
Чечен ҫуркунне

Палкарӗ, кӗрлерӗ, шавларӗ ҫырма,
Хӑйне каллех вӑйлӑн, мӑнаҫлӑн туйса.
Ун хумӗ юхтарчӗ ҫÿп-ҫап, ҫатрака,
Ҫыранӗ хупланчӗ шурӑ кӑпӑкпа.

Кунран кун хӗвелӗ ӑшшӑнрах пӑхать,
Вӗҫен кайӑк сасси уҫҫӑнах янрать.
Кӗрет-тухать шӑнкӑрч йӑвине пӗрмай,
Ши! шӑхӑрать ырра кӗтнӗ май.

Ҫыран тӑршшӗпех ама хупах ҫеҫки,
Ҫитнӗ ҫуркуннен чи пирвайхи парни.
Вӗсем ҫине ларнӑ ӗҫчен пыл хуртсем
Сӑрлаҫҫӗ кӑна сар шерпет йӑтнӑҫем.

Куҫ тулли ытарми ҫурхи асамлӑх,
Эмелсӗрех, вӑрттӑн вӑл кÿрĕ сиплӗх.
Ҫын тени сывалӗ хӑй ыр чунӗпе
Тӗнчи чечекленӗ пӗрмай ҫӗнелсе.

Ҫут çанталăк вӑйӗпе нимӗн танлашмасть,
Этем ӑсĕпе çеç унпа тавлашать.
Каллех ешерӗ-ҫке илемлӗн тӗнче,
Ах, епле мӑнаҫлӑ, чечен ҫуркунне!
Людмила РОМАНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялӗ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: