Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
16 Апрелӗн 2023, 11:00

Çурхи кун

Кĕтнĕ çурхи кун килсе Сивĕ хĕле аркатрĕ,Çанталăка вăратрĕ,Ман чĕреме вăркатрĕ.

Çурхи кун
Çурхи кун

Ах, çурхи кун, çурхи кун!
Манăн куçран хĕр пике
Хĕмлĕ куçпа пăхрĕ те
Канăç-тăнăç пĕтрĕ ман.

Евĕклĕ çав çурхи кун.
Йăмра çинчи шăнкăрчсем
Шăхăрчĕç мана курсан,
Ши-и! шăхăртăм эпĕ те.

Шур хурăнăм çурхи кун
Ешĕл тутăр туянсан
Çанталăка тав туса
Пуç тайрĕ вĕт авăнса.

Эх, çурхи кун, çурхи кун!
Тухрăм эпĕ уй-хире,
Тăри юрри итлеме.
Юрă илтрĕм тÿпере.

Çурхи юрă юрлаççĕ
Кайăксем мăшăрланма.
Вĕсем йăва çавăраççĕ,
Кайăк ăрăвне тăсма.

Çурхи кун хĕвел хĕртет,
Çанталăк пире хистет,
Шав савăнса пурăнма,
Тата ăна упрама.
Савели УВАРĔ.
Маячный поселокĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: