Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
29 Апрелӗн 2023, 09:50

Шăпа панă телейпе

Этем ĕмĕрĕ кĕске. Хуть те кам пĕлет çавна. Тăрăшать ыр ĕç тума Пур ăслă çын çавăнпа.

Шăпа панă телейпе
Шăпа панă телейпе

Çын пурнăçĕн тăршшĕпех
Пулас ăрусем валли,
Туса хăварма тивĕç,
Асра юлмалли ыр ĕç.

Шăпа панă телейпе
Çын пурнăç вĕçлениччен
Киленсе пурăнмалла,
Ырлăхпа савăнмалла.

Телей тупасси нихçан
Çăмăллăн пĕртте пулман,
Пĕтĕм халăхпа пĕрле
Тупнă çын хăй телейне.
Александр ЕГОРОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: