Тÿпери хĕвел те
Савăнса кулать.
Вăш-вăш ăшă çил те
Хĕле хăвалать.
Хĕл иртет, çур килет,
Тĕнче çĕнелет.
Хăй патне вăл чĕнет.
Куçа илĕртет.
Çурхи шыв юхать ав,
Пăра хускатса.
Сарăлать вăл кал-кал
Çырана ватса.
Ăшă çумăр хыçсăн
Аслати автать.
Çурхи çумăр çулçă
Сарма пулăшать.
Хăвăрт çурăлаçсĕ
Йывăç кăчкисем.
Шарласа юхаçсĕ
Канаври шывсем.
Сип-симĕс калча
Ешерет уйра.
Симĕс ешĕл, вĕл-вĕл
Хăй капăр тумпа.
Кайăксем килеççĕ
Хăйсен çĕршывне.
Йăва çавăраççĕ
Кăларма чĕпне.
Кайăк-кĕшĕк сасси
Таврара ян-ян!
Çутă хĕвел ăшши
Пурне те аван.
Килсе çитрĕ шăпчăк
Юрă шăратма.
Саспа тулчĕ шăплăх
Чунтан савăнма.
Тракторсем ĕçлеççĕ
Кунĕпе хирте.
Касăсем чĕреççĕ
Ирпе çĕрлеччен.
Ту çинче выляççĕ
Ача-пăчасем.
Мĕн тери илемлĕ
Çурхи кунĕсем!
Юрату хĕлхемĕ
Çунать чĕрере.
Туйăмăн çулăмĕ
Пырать ĕмĕре.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.