Чунтан юрататӑп сирень ҫеҫкине,
Вӑл аса илтерет тахҫан пулнине.
Шухӑшсемпе каллех эп ҫамрӑклӑхра:
Сирен ҫеҫкин ҫыххи халь ман аллӑмра.
Пулчӗҫ тӗлпулусем, ытарайми каҫсем,
Пӗр-пӗрне шанса куҫран пӑхнисем.
Шутларӑм хама эп телейлĕ тесе,
Хамӑн пуласлӑха сана ҫеҫ кӗртсе.
Шӑпа пулчӗ урӑхла, кайрӑн пӑрахса,
Ҫырнине эс тупрӑн урӑх ҫынпала.
Кӗлленсе саланчӗ пирӗн юрату:
Сирень çеçки те туйрĕ - манăн ырату.
Юхрӗҫ шыв евӗрлӗ кунсемпе ҫулсем,
Чунри ыратӑва пусарчӗҫ вӗсем.
Каҫарнӑ тахҫанах, тусӑм эп сана,
Иртнине астӑвать пӗр сирень кӑна.
Шухӑшсемпе каллех эп ҫамрӑклӑхра:
Сирен ҫеҫкин ҫыххи халь ман аллӑмра.
Пахчари сиренӗн кӗрен ҫеҫкине,
Ҫыхӑ туса лартӑп сĕтелĕм çине.
Людмила РОМАНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.