Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
25 Майӑн 2023, 16:05

Юлашки шăнкăрав

Юлашки шăнкăрав Янăрать вăл ян-ян! Халь те манăн асра, Пулнă тейĕн паян.

Юлашки шăнкăрав
Юлашки шăнкăрав

Шăнкăравăн сасси 

Савăнмашкăн янрать.

Юлташсем пĕр класри

Асăнмашкăн юлать.

 

Ман алăра - çеçке,

Ун шăрши пит тутлă.

Ман çумра тантăшсем

Пурте вĕсем хаклă.

 

Туйăма пытарма 

Хăнăхман халиччен,

Пăлхануллă самант

Пырса çитрĕ халь ман.

 

Манăн чун хурланать,

Пăшăрханать темшĕн,

Хам вĕреннĕ шкултан

Уйрăлса кайнишĕн.

 

Куççульне эс пытар,

Кăмăлна та хытар.

Халлĕхе кирлĕ мар

Татăлса макăрма.

 

Сăн ÿкерчĕк курсан,

Куçран куççуль тухать.

Иртнине ас илсен,

Пуçа шухăш тулать.

 

Шкул çулĕ ман умра,

Вăл тăрать куç тулли.

Пит çинчи ăш кулли

Ачашланать çумра.

Мелания НИКИФОРОВА.

Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: