Раççей Федерацинчи ачасен прависене «Раççей Федерацинчи ача правин тĕп гарантийĕсем» федераллă законпа килĕшÿллĕн хÿтелеççĕ. Ăна 1998 çулхи июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă.
Паян эпир сире, хаклă вулакансем, пирĕн авторăн, Мелания Никифорован, ачасене халалланă сăввипе паллашма сĕнетпĕр.
Ача - пурнăç чечекĕ
Çулла та килсе çитрĕ
Хăйĕн капăр тумĕпе.
Пурне те савăнтарчĕ
Ачасен уявĕпе.
Ача – пурнăç чечекĕ,
Эпир унпа телейлĕ.
Ача – çемье илемĕ,
Çавăнпа вăл хÿхĕмлĕ.
Пурнăç хÿри пăрăнăç,
Яланах такăр пулмасть.
Ачасемсĕр пурăнăç,
Пĕртте малалла каймасть.
Ача пурри – пысăк мул,
Умра телейлĕ кун-çул.
Ачаллă пÿрт – пасар пек,
Ачасăр пÿрт – масар пек.
Пĕр ача вăл – ача мар,
Пĕр ача ачаш пулать.
Виç ача та нумай мар,
Ачапча пÿрт тултарать.
Пултăр нумайрах ача.
Виç ача – тулли ача,
Пĕр ача – патша валли,
Иккĕмĕш тĕнче валли.
Амăш куçĕ умĕнче
Пур ача та чечек пек.
Пĕтĕм ĕмĕр тăршшĕпе
Упрать хăйĕн чĕринче.
Ачасен хавас кулли –
Мĕн тери чĕре валли!
Сан çумра ача пурри –
Панă-çке ăна Турри.
Пĕтĕм ăшă кăмăлтан
Саламлатăп чĕререн.
Паянхи илемлĕ кун
Килентĕр сăваплă чун.
Сар хĕвел ялан пăхтăр,
Ача чунне ăшăттăр.
Илемлĕ çутă çăлтăр
Çĕрле те çул кăтарттăр.
Чунăм савнă саркайăк
Савăк юрă шăраттăр.
Пур ача та пĕр танăн
Уявпала савăнтăр.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.