– 1967 çул Кистенлĕри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕрремĕш класа кайрăм. 1973-1975 çулсенче Пишпÿлекри шкулта вăтам пĕлÿ илтĕм. Унтан вĕренсе тухсан Кистенлĕри строительсен бригадинче тĕрлĕ ĕçсем тăвакан пулса ĕçлерĕм. 1979-1980 çулсенче Тутарстан Республикинчи Анат Чаллă хулинчи 46№ строительствăпа монтаж управленийĕнче платник-бетонщик пулса тăрăшрăм. Каçхи курссенче вĕренсе каменщик-монтажник, стропольщик профессийĕсене алла илтĕм. 1981-1982 çулсенче Пишпÿлекри 1012№ ПМКара каменщик пулса ĕçлерĕм. 1982-1984 çулсенче Казахстанри Экибастуз хулинче хĕсметре тăтăм. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăннă хыççăн малтанхи вырăнах ĕçе кĕтĕм, унта 2004 çулчченех вăй хутăм. 2004-2014 çулсенче Пишпÿлекри райпора грузчик пулса ĕçлерĕм. 2014 çултанпа тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăт пуррипе, чун туртнипе сăвăсем çырса пăхма шутларăм, – паллаштарать хăйĕн кун-çулĕпе Михаил Федотов.
Пăхать тÿпене Урал тăвĕ,
Курăнать илемлĕ хĕвел пăхнăран,
Ÿсеççĕ йывăçсем ту çинче,
Симĕс çулçăсем кăларса.
Юхать кĕмĕл пек йăлтăртатса,
Шуратăл шывĕ хĕвел çуттинче,
Ларать чаплă Ĕпхÿ хули
Шуратăл шывĕ хĕрринче.
Илĕртет хăйĕн илемĕпе
Килсе каякан çынсене.
Пристаньте кĕтсе тăраççĕ
Теплоходсем çул çÿрекенсене.
Шуратăл тăрăхĕнчи
Илемлĕхне пăхса савăнма.
Шаймуратов генерала
Раççей Паттăрĕ ята пачĕç.
Палăк лартрĕç Ĕпхÿре,
Çĕршывăн иртнĕ Аслă вăрçинче.
Хастаррăн çапăçса тăшманпа,
Пуç хунă паттăра хисеплесе.
Нумай çулсем тăрăх эп çÿрерĕм,
Кайса куртăм илемлĕ çĕршывсене,
Ăçта пулсан та манаймарăм,
Сана, юратнă Пушкăртстанăм.