Вӑтанчӑк шурӑ хурӑн та
Вӗл-вӗл вӗҫтерчӗ туратне.
Ҫырма сасси те ҫывӑхра
Илттерчӗ илемлӗ шавне.
Каçхи илемлӗх таврара
Сӳнмерӗ тӗттӗм пулсан та.
Вут ҫунни хӑйӗн ӑшшипе
Ҫутатрӗ тӗттӗм, ҫав, каҫа!
"Сана эп хытӑ юрататӑп!"-
Илтӗнчӗ каҫхи шӑплӑхра.
Вут ӑшши вара хытӑрах
Ӑшӑтрӗ ик юратакана.
"Пӑхасчӗ эсӗ ман ҫине!
Сан куҫусем пит илемлӗ.
Каҫар, юхнишӗн куҫҫуле,
Каҫар, хытӑ юратнине!
Сенкер куҫупа эс пӑхан,
Куллу вара йӑл-йӑл кӑна
Хавӑн ӑшшупа ӑшӑтан
Манӑн чуна, манӑн чуна!"
Ҫак самантра сасӑ ҫухалчӗ,
Путрӗ юрату ӑшшине.
Ҫунакан вут ҫеҫ чӑштӑр-чӑштӑр
Систерчӗ хӑй сӳнменнине.
Ҫак самантра каччӑ сӑмахӗ:
"Ман ун пекки вара пулман.
Хальччен нихҫан эп никама та,
Сан пек хĕрÿллĕн юратман.
Юратап тесе никама эп
Калаяс ҫукчӗ сӑмахне.
Пӗрремӗш хут сана каларӑм!"
Хӗрӗ каларӗ: "Эпӗ те!"
Ҫак сӑмахсем вара янрарӗҫ
Ҫакӑ илемлӗ каҫхине.
Пӗр вӗсемшӗн вӑл пулчӗ дата.
Ҫав август 19-мӗшӗнче.
Юлия АКĂШ.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.