Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
16 Июлӗн 2023, 15:35

Юратнӑ сасса илтсессӗн

Юратнӑ сасса илтсессӗн - Тӗнче илемлӗ туйӑнать. Эп хамӑн куҫсене хупсассӑн- Вӑл лӑпкӑ ҫил евӗр лӑпкать.

Юратнӑ сасса илтсессӗн
Юратнӑ сасса илтсессӗн

Хӑҫан вӑл шӑппӑн тӑнӑ чух-
Тутлӑ ыйха путас килет.
Куҫ хупиччен куҫне пӑхса
Виҫ сӑмаха калас килет.

Мĕнле илемлӗ-ҫке вӗсем-
Ҫак пӗлӗт тӗслӗ куҫӗсем.
Чуна хӗртет пӑхмассерен
Вӗсен ӑшши, эсир пӗлсем.

Хӑш чух ман кӑмӑл пулмасан та.
Ҫав сасӑ уҫать кӑмӑла.
Юратнӑ сасӑ, эс нихҫан та
Ан сӳн, ӗмӗр эсӗ янра.

Ан сӳн, унсӑр тӗнче ҫутти те
Савӑнӑҫ памӗ пурӑнма.
Сан сассу ҫутӑ хӗвелтен те,
Хӗвелтен те вӑл ӑшӑрах.

Юратнӑ сасса илтсессӗн-
Тӗнче илемлӗ туйӑнать.
Эп хамӑн куҫсене хупсассӑн-
Вӑл лӑпкӑ ҫил евӗр лӑпкать.
Юлия АКĂШ.

Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: