Урал сасси
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
25 Ноябрӗн 2023, 10:00

Анне пур чух упра

Мĕнпур чĕр чуншăн тĕнчере, Анне пурри паха та пит аван.

Анне пур чух упра
Анне пур чух упра

Кушак çури, шăнкăрч чĕппи валли те.

Ульăм итле, çавна ăнлан.

 

Анне чылай пулать кайни, анчах

Ватăлтăм пулсан та хаман тунсăхлатăп.

Мĕн пĕчĕкрен, ÿссе çитсе, старик пулсан та

Ульăм тăнла, анне кирлĕ пире ялан.

 

Упрас пулать аннесене сывă чухне, ульăм.

Ăш сăмахпа, ĕçпе, юратупа.

Пиртен кайсан, мĕскер усси пуш сăмахран?

«Эх, анне пулнă пулсан…» тени, ульăм, кайран.

Алексей СЕМЕНОВ.

Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: