Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
26 Ноябрӗн 2023, 10:10

Анне

Çутă сăнар вăл анне, Юратать савса пире.

Анне
Анне

Парнелет хăй ăшшине,
Савăнса тапать чĕре.

Кил ăшши пирĕн анне,
Тирпейпе илем килте.
Канаш парать аттене,
Аннене итлет атте.

Анне пирĕншĕн телей,
Вăл пурри - çутă тивлет.
Яланах анне пĕрле,
Ăнланать пире, шеллет.

Кил ăшши, кил вучахĕ анне,
Çемьене ырлăх вăл кÿрет.
Шеллемест вăй-халне те ăсне,
Пирĕншĕн тăрăшать, ÿркенмест.

Килĕм-çуртăм тирпейлĕ, таса,
Анне пур-тĕк кил вучахĕ сÿнмест.
Аненне чĕререн мухтаса,
Тав сăмахĕ калассăм килет.

Николай ЕЛЛИН.  Чăваш Ен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: