Пур хыпар та

Аçтаха – Çĕнĕ çул хуçи

Çĕнĕ çула пысăк тав!Кур, Аçтаха килет ав.

Аçтаха – Çĕнĕ çул хуçи
Аçтаха – Çĕнĕ çул хуçи

Вăрăм çула тухнă тет,
Атăл хĕрнех çитрĕ тет.

Вут-хĕм тапса сапалать,
Йывăç татса та кăклать.
Пит хăвăрт çитесшĕн тет,
Хирĕн-уйăн вĕçет тет.

Юр çийĕпе пынă чух
Пур йывăç та силленет.
Икĕ уран утнă чух,
Пĕтĕм тĕнче кисренет.

Вăрăм хÿри ку чухне
Пулĕ йĕрĕ шыв валли.
Çулăм пек вĕçнĕ чухне
Çичĕ пуçĕ куç валли.

Акă тĕнче паттăрĕ,
Çĕнĕ çулăн символĕ.
Чĕрĕ чунсен чăн патши,
Вут çĕленĕн тур лаши.

Унăн тем те тумалла,
Çут тĕнчене тытмалла.
Çак çул хуçа пулĕ вăл,
Йышăнăр ăна хапăл.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: