Пур хыпар та

Вăрçă хыççăн вăрçă

Вăрçă хыççăн вăрçăУсал вăй ярать!Кур, этемлĕх, шуçăмХуралса тухать!

Вăрçă хыççăн вăрçă
Вăрçă хыççăн вăрçă

Çухатать этемлĕх
Хăй этемлĕхне.
Хапсăнлăх, тискерлĕх
Пăснă ун чунне!

Ах, ăçта çухалтăр
Ыр вăйсем эсир!
Мĕншĕн çул паратăр
Усала эсир?

Хăçанччен çитейĕ
Тÿсĕмĕ çÿлтин!
Каçармашкăн вăйĕ
Çитеет-ши тин?

Вăрçă хыççăн вăрçă
Усал вăй ярать!
Кур, этемлĕх, шуçăм
Хуралса тухать!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: