Пур хыпар та

Раççей нихçан та парăнман!

«Хĕрĕх Тÿре» уявĕпеСалам яратчĕç тăвансем...«Хĕрĕх çын вилнĕ...» - тенипеЧасах пуçланчĕç хыпарсем.

Раççей нихçан та парăнман!
Раççей нихçан та парăнман!

Чунăм хиврелчĕ хуйхăпа,
(Çырма та хĕн паян мана),
Хурлантăм пĕтĕм халăхпа,
Çĕклес тесе хур-нушана!

«Крокус Сити Холл» керменне
Тăшман пĕр пилсĕр çунтарать.
Çĕклет киревсĕр пăшалне,
Пĕр шелсĕр çын чунне татать.

Пилсĕр хурах, эс, ан алхас,
Санран нихçан хăрани çук!
Таçтан та илтĕн çирĕп сас:
«Кайса путланăн, ăçтиçук!»

Пÿтсĕр, çăхавлă юншăхсем,
Пире тăшман салатайман!
Эпир - тăванлă халăхсем,
Раççей нихçан та парăнман!
Лидия ШУРÇĂЛ.
Пелепей районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: