Пур хыпар та

Сурать чĕре

Раççей чĕри çинчи суранĕ тарăн.Ун хурлăхне таса чунпа туйса,Этем, ыратăвна епле пусарăн?Куçран тухать-çке вăл куççуль пулса.

Сурать чĕре
Сурать чĕре

Беслан, Норд-Ост, чан çапрĕ Крокус Сити –
Усал кунта татах пăшал çĕклет!
Ăна, пĕрех, çĕршыв ылханĕ çитĕ:
Унран вăл иртеймест – явап çитет.

Хаяр фашистсене чарса кăкланă.
Террористсен шăпи те çав шутра.
Сахал-им урнă ирсĕрсем хăтланнă
Раççей ятне çĕртме юнпа вутра.

Çич ют тĕллевĕ чăнлăха килеймĕ.
Нуша умне кар! тăнă халăха
Вăйпа кĕрсессĕн те çĕнсе илеймĕн!
Хăрушлăхсем туни те кăлăхах.

Раççей ыратăвĕ – суранĕ тарăн.
Ун хурлăхне туйса çунать çурта.
Çак çулăмран кам иртĕ-ши мăнтарăн?
Сурать чĕре яш-яш турта-турта.
Геннадий ЧЕЛПИР.
Çтерлĕ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: