Пур хыпар та

Те юмах, те чăн-чăн...

Ĕлĕк те мар, халь те мар, хăçан пулни паллă мар. Авал пулсан аванччĕ, паянхи те чапраччĕ. 

Те юмах, те чăн-чăн...
Те юмах, те чăн-чăн...

Юмах ярап юптарап,
Макăртап е култарап?
Тĕрĕс калап, улталап,
Чике тăршшĕ тыттарап.

Шансан шанăр, пур йăла,
Шанмана шăтăк ала.
Сăмах пырать малалла,
Пуçласан – каламалла.

Элле чăн-чăн пулчĕ-ши?
Элле тĕлĕк куртăм-ши?
Шурти шăна-пăвансем,
Пирĕн пекех чăвашсем.

Шăна-пăван халăхне,
Йĕрке хывма хушаççĕ.
Саккун туса шурлăхне,
Чăвашлатма шутлаççĕ.

Хĕвел çути, кун çути:
Шурлăх тĕнчи вăранать.
Е пĕр йышран е ют-и,
Шăна-пăван явăнать.

Таçтан, таçтан инçетрен
Пуçтарăннă тÿресем:
Кăпшанкăсем – улпутсем,
Куштан тĕкĕлтурасем.

Шăнасем, хăнкăласем,
Çăтă вăрăм тунасем...
Аслă пуху ирттерме,
Пуçтарăннă хайхисем.

Акă, тухрĕ чăн асли,
«Сядем пурте çывăхрах...» –
Мăнтăркка тирĕс нăрри,
Пуçласа калать сăмах.

– Саламлатăп халăха,
Разрешите начинать.
Чĕртес пăнтăх шурлăха,
Çитет язык засорять.

Эпир пурте чăвашсем,
Чĕлхене упрамалла.
Питĕ кирлĕ вопроссем
Паян сÿтсе явмалла.

Асра поэт калани:
«Вăрман чăвашла кашлать...»
Эпир зачем не смогли..? –
Тесе сăмахне майлать.


Президиум суйлаççĕ,
Чаплисене лартаççĕ:
Шăрчăкпа таракана,
Шыв нăррипе сăпсана.

Шăрчăкпа тараканĕ
Çÿлти тÿресем, пулас?
Саккунсем тăваканĕ –
Тирĕс нăррийĕ, калас.

– Кам мĕнле сăмах хушу, –
Алă çĕклесе калать.
Сĕрлесе тăрать пуху,
«Чăвашла» çеç калаçать...

– Эп чăваш, – тет пĕр шăна.
– Инçетри Шур шывсенчен.
Перкелетĕп кăшт кăна,
Вĕренмен вăхăтĕнче...

Ал çĕклет тĕкĕлтура:
«Сăмах парсамăр мана!
У меня словарь çумра,
Манса кайсан чăвашла».

Унта йĕрке пулмалла,
Кунта закон тумалла.
Атте-анне чĕлхине,
Значит так – упрамалла!

Вăрăм туна, пĕчĕкскер,
Чăтса лараймасть, мĕскер?
Ал çĕклет вăл уртăнса,
Сăмах парасса шанса.

Чăй! та нăй! вăрăм туна.
«Чар-ха пăртак сассуна!
Чĕнмесĕртерех лар-ха,
Мешаешь ведь халăха».

Акă, шăв-шав хускалать,
Кашни хăйĕнне калать.
Тавлашса чунне уçать,
Пит тăрăшса калаçать!

Çапла шурлăх халăхне,
Йĕрке хывма хушаççĕ.
Саккун туса, шурлăхне,
Чăвашлатма шутлаççĕ.

Мĕн чуль сăмах татрĕç пуль,
Виç-тват саккун çырчĕç пуль...
Атте-анне чĕлхине
Тем тĕрлĕ çавăрчĕç пуль?

Пичет çапрĕç план туса,
Çÿç-пуç, ĕнсине хыçса:
«Шкул таврашĕ уçмалла
Чăвашла калаçмалла...»


Нăй! та нăй! – вăрăм туна,
Калаймарăн сăмахна.
Сана темшĕн курмарĕç,
Пĕчĕк тесе шутларĕç.

Çак пухури «чăвашсен»
Пулчĕ-ши термен терчĕ?
Юлашкинчен халăхсем,
Концерт курса киленчĕç...

Эп çав, кайрăм аптраса,
Пăхса тăрап сăнаса:
Лĕпĕшсем карталанса,
Ташша ячĕç юрласа.

Йăлтăр-ялтăр тенкисем,
Çунаттисен хĕрринче.
Тĕрлĕ тĕслĕ шăрçисем,
Кăкăрĕсем çийĕнче.

Карма çăвар шапасем
Çăвар тулли кулаççĕ.
Апат вăхăчĕ вĕсен
«Ква-квах», – тесе лараççĕ,
Апп! Апп! сыхлан, çăтаççĕ!
Харам, пыра яраççĕ!

Вăрăм туна пĕчĕкскер,
Татах тем нăйăлтатать:
«Хамăртан пуçлар, мĕскер?», –
Чăн чăвашла калаçать.

Анчах ăна илтмеççĕ,
Ĕçеççĕ те çиеççĕ...
Юрлаççĕ те ташлаççĕ,
Уявра киленеççĕ...

«Ула ĕне çăткăнскер
Ĕлĕк-авал пулнă тет.
Пичетленнĕ чăвашсен
Кĕнекине çинĕ тет.

Вулăр халĕ, тÿресем,
Иван пиччен халалне,
Мансан пушшех, «сĕрлесе»,
Лекĕн шапа çăварне!» –

Терĕ те вăрăм туна,
Вĕçсе кайрĕ хăй тĕлне,
Çумри çăра вăрмана,
Йышлă чăвашсем патне.

Те тĕлĕк-ши, те суя,
Те юмах-ши, те чăн-чăн?
Хыçкаларăм эп мăя,
Ирхине вăрансассăн.
Лидия ШУРÇĂЛ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: