Кил-çурта инкек кĕрсессĕн...
Пурнăçра уяв та кирлĕ,
Кирлĕ юрă-ташăсем –
Вĕсемпе пурнăç илемлĕ,
Савăнăç кÿреç вĕсем.
Анчах, çакна манас марччĕ:
Пушкăсем кĕрленĕ чух
Мусăкçă шăпланма тивĕç–
Мĕн авалтан пырать ку...
Телевизорпа пĕр вĕçĕм
Лĕкĕр-лĕкĕр кулăсем,
Упăте пек сиккелеççĕ
Шоу-бизнес таврашсем.
– Намăс-симĕсе пĕлесчĕ
Кăшт пулин те çав çынсен,
Çăварĕсене хупласчĕ, –
Тетĕп эп, çиллĕм килсен!
Çĕршывăмра пырать вăрçă,
Юн юхать Курск, Брянск енче,
Салтаксем пуçне хураççĕ,
Мĕн чуль мирлĕ çын вилет!?
Паянхи кун çылăх мар-и,
Янратмашкăн юрăсем?
Кил-çурта инкек кĕрсессĕн
Мĕнле савнăç, ачасем?!..
Мана пулсассăн шăплăх...
Кама мĕнле-тĕр, тусăм,
Пит шавлă пурнăç –
Маншăн мар,
Мана пулсассăн, шăплăх,
Чăнтан калап, –
Кăмăллăрах.
Мана пулсассăн шăплăх –
Килте те, çемьере,
Мана пулсассăн туйăм –
Пуçра та, чĕрере.
Шăплăх пулсассăн манăн
Çырнаççĕ сăвăсем,
Шухăшсем чупаç хумлăн,
Васкаççĕ йĕркесем...
Шăплăх пулсассăн – тăнăç,
Шăплăх пулсассăн – мир,
Шăплăх пулсассăн – вăрçă
Сассăр йĕрет пĕр ир...
***
Юратсан – этем телейлĕ,
Юратсан – хĕвел чунра,
Кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ,
Пурте лайăх пурнăçра.
Юратсан вĕçсе çÿретĕн –
Çунатсем сарăлнă пек,
Нимĕнрен те шикленместĕн,
Çулсем уçă пур çĕрте.
Юратсассăн – савнă çыншăн
Хатĕр пурнăçна пама,
Хирĕç туйăм пулмасассăн –
Питĕ йывăр пурăнма...
***
Тăван ялăм, савнă Чулкасси,
Тĕлĕке час-час кĕретĕн:
Çĕрĕпе çÿретĕп аташса,
Ялăмран кайман та тейĕн.
Е утатăп ансăр сукмакпа,
Е çăлкуç умне тухатăп,
Яш чухнехи харсăр вăй-халпа
Улăхра утă çулатăп...
Ыр-сывах, çумрах, атте-анне,
Вĕсемпе эп пуплешетĕп,
Аннен тутлă, пыллă сăрине
Алтăрпа ярса ĕçетĕп...
Тăван ялăм, савнă Чулкасси,
Тĕлĕке час-час кĕретĕн:
Çĕрĕпе çÿретĕп аташса,
Эп кунтан кайман та тейĕн.