-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Мӗншӗн-ши шурӑ хурӑн
Хăйĕн тӗсне ҫухатнӑ?
Манӑн юратнă хаçат
Авторитетне тупнă.
Чи юратни, чи хакли
Маншӑн-ҫке анне чӗлхи.
"Урал сассине" юратап
Эп ӑна ялан ҫырӑнап.
Манӑн юратнă хаçат
Вӑтӑр пилӗк ҫул тултарнă...
Пире хаçат вӗрентет -
Нихӑҫан ан манӑр тет:
Чӑваш халӑх историне,
Вӗсен йӑли-йĕркине,
Чĕлхене юратмаллине,
Чӑвашла калаҫмаллине,
Туслă пурӑнмаллине...
Кашни ҫынах хаçатран
Кирлӗ явап тупнăран
Пурăнать хаçат, кун курать,
Чӑвашсене савӑнтарать.
Нина Федорова.
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.