«Урал сасси» тухнăранпа
Шăваç çулсем, иртеç кунсем.
Хаçат çутти чылайранпа
Пуçтарчĕ чи хаклă туссем.
Хаçат килсен, алла тытсан,
Унти кашни статйисене
Вулас килет чунтан савса,
Туяс килет илемлĕхне.
Ăсла юхма ăсла кирлĕ,
Ăсла пулсан, сăра пулать.
Хаçат тухма ĕçчен кирлĕ,
Ĕçчен пулсан, хаçат тухать
Хаçат тытса вулаканнин
Кашни кунах ăс пухăнтăр!
Тăван хаçат чăваш çыннин
Сĕтел çинче ялан пултăр!
Чăваш таврапĕлÿçисем:
Бичурин тата Никольски.
Вĕсен хаклă парнийĕсем
Сана памашкăн тивĕçни.
Чапа кăларчĕ сан ятна,
Сассу ян! кайрĕ таврана.
Мухтавлă пул, "Урал сасси",
Телейлĕ пултăр пуласси!
Эс пултарулăх анинче
Ялан çап-çутă ялтăран.
Тумхахлă йывăр çул çинче
Чăвашсене çул кăтартан.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.