Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10
Вулакан пултарулăхĕ
19 Декабрӗн 2024, 13:00

Алла-аллăн 50 çул

Çитмĕл çул пурăнатпăр çĕр çинче,Аллă çул çавăнтан – санпалан.«Хĕрĕмрен» пултăм «кинĕм» малтан,Мăшăрăм – саншăн юлтăм ялан.

Алла-аллăн 50 çул
Алла-аллăн 50 çул

«Мăшăр» тени енле чăн сăмах!
Хăш чăвашĕ тупнă-ши ăна?
Хăв суйланă çынни мăшăр пулсан,
Пурнăç çулĕ ункайлă пулĕ, чăнах.

Чупса иртрĕç çулсем ĕç-хĕлре, вăйăра,
Ĕçĕ пулчĕ нумай, вăййисем – вăхăтпа.
Санпа лартнă садсем ватăлаç хамăрпа,
Лартнă çурт аптрамасть, ун тĕрекĕ – санра.

Ачасем те вĕçтерчĕç пирĕн мăшăр çунат,
Пурăнма вĕсене, Тур, парсам вăй-хăват.
Ан сÿнтĕрччĕ анчах эпир чĕртнĕ кăвайт.
Ĕмĕтсем ман пысăк… Вăхăт ан хăрат.
Альбина ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: