Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
30 Декабрӗн 2024, 14:00

Машина тесе упăшкасăр юлаттăм

(Урамра сак çинче Суйккапа Тунька канса лараççĕ) Тунька (ĕмĕтлĕн). Эпĕ Çĕнĕ çултан çăмăл машинăпа кустарма тытăнатăп.Суйка. Ну-у! Лотарейпа выляса илетĕн-и? Эс вĕт пенси укçи уйăхран уйăха кăна çитсе пырать тетĕн. Тата кая юлман-и ватăлмалăх кунунта машина çине ларма?

Машина тесе упăшкасăр юлаттăм
Машина тесе упăшкасăр юлаттăм

Тунька. Кая юлман! Ара, валасипетпа вĕреннине машина педальне пусма вĕренейместĕп штуль?
Суйка. Укçа вара ăçтан илен эс машина туянма?
Тунька. Упăшка тупать. Эп тахçанах уйласа, план туса хунă кун пирки пĕлессÿ килсен!
Суйка. Элле. С какуй стати сана машина илсе памалла вăл? Нимĕн те ăнланмастăп.
Тунька. М-м. Калам-шим вара сана хамăн секрета?
Суйка. Кала-ха, кала пуçларăн пулсан, атту çывăраймап паян пĕлмесен.
Тунька. Итле эппин. Килес Çĕнĕ çул – çĕлен çулĕ. Çапла-и? Манăн çул çывхарать вупшăм.
Суйка. Çапла. Симĕс çĕлен çулĕ. Санпа манăн пасара кайса симĕс кĕпе илмелле пулать. Анчах, чим-ха, чим. Эс вĕт сысна çулĕнче çуралнă эп пĕлнĕ тăрăх.
Тунька. Вăл караскуппа. Çапла, ман упăшкашăн вара эпĕ Çĕлен çулĕнче çуралнă. Мана вăл кунне виççĕ «у-у çĕлен» тет. Вăл манăн ху пĕлен – ăслă. Караскупран лайăхрах ăнланать эпĕ камне!
Суйка. Ну-у! Ниушлĕ çапла?
Тунька. Çапла тетĕп эп сана! Вăл мана остихантрус пуçлансан та «сур-ха çурăм çине, çĕлен наркăмăшĕ пулăшать теççĕ» тет. Вăт. Чĕртеп вара сурса – хамăн вĕт. Сурчăк шалккă-им. Хи-хи!
Суйка. Ну юрĕ. Çапла тейĕпĕр, анчах сана мĕншĕн машинă илсе памаллине ăнланмарăм-ха пурпĕр.
Тунька. Патарăк! Çĕлен çулĕпе çĕлене ПА-ТА-РĂК!
Суйка. Элле-е! Укçине ăçтан тупмалла тет вара вăл çакăн пек хаклă патарăк валли?
Тунька. Пĕртен-пĕр ытарайми арăмшăн тупать! Кредит илет! Пурте çапла тăваççĕ халь!
Суйка. Илмесен?
Тунька. Илмесен – уйрăлатăп тесе хăрататăп та, ниçта та кĕрсе каяймасть вăл!
Суйка. Ну, ну. Пăхăпăр апла пулсан. Хм-м. Пĕрре те шанмалли япала мар та. Ну çăвăпăр вара машинуна илсе парсан. Пасара кайăпăр симĕс кĕпе илме санпа. Питĕ лайăх пулать илсе парсан.
Тунька. Илсе парать тетĕп сана! Тавай, пенсине ан пĕтер – чи малтан сана илсе кайăп пасара. Малтанлăха – песплатнă, лерелле – укçалла ĕнтĕ. Вăхăчĕ çапла, песплат нимĕн те çук.
Суйка. Паллах, укçалла. Эп санпа песплат çÿреме хатĕрленмеп те. Итле-ха, санăн мушнă вĕт такси пулса çынсене турттарма.
Тунька. Кун пирки шутласа пăхас пулать чăн та.

(Калаçа-калаçа кĕрсе каяççĕ. Тунька тухса ларать. Кăмăлсăр. Суйка тухать.)

Суйкка. Аван.
Тунька (кăмăлсăррăн). Аван.
Суйка. Чим-ха, эс мĕн тутупа урай шăлса ларан? Илсе памарĕ-им машина упăшку? Каймастпăр-им пасара? Эпĕ кантăкран пăха-пăха сирĕн умăра çĕнĕ машинă килсе ларасса кĕтсе ывăнтăм.
Тунька. Илсе памарĕ.
Суйкка. Мĕн тет апла?
Тунька. Эсĕ çĕлен кăна мар иккен, çитменнине чее тилĕ те тет.
Суйка. Уйрăлассипе хăратрăн-и?
Тунька. Хăратрăм.
Суйкка. Вара?
Тунька. Мĕн вара? Хăрамарĕ. Уйрăлар вара, эпир кăна-им уйрăлакансем тет. Пĕр апат йăлăхтарать тесе вăрçтарать ишшу. «Мана машина трепават тăвакан арăм кирлĕ мар» тет. Аран «шÿтлерĕм кăна вĕт» тесе ункая кĕртрĕм. Машина тесе упăшкасăр юлаттăм чутах.
Суйкка. Мта-а. Каяймарăмăр эппин санпа пасара. Юрĕ-ха, çĕлен шутĕнчен кăларнă хăть сана. Чее тилĕ тени çĕлен тенинчен лайăхрах.
Тунька. Çапла-им? Эс çапла уйлатăн-им?
Суйка. Паллах, çапла. Тата çавна калам, Турă пĕлет вăл кама мĕн памаллине, мĕн илмеллине. Тем курса тăмалла пулатчĕ-ха вăл машинупа халиччен руль умне ларса курманскер. Такама таптаса кайăттăн е çаврăнса ÿкĕттĕн пĕремĕш юпанах чуптуса. Тур сыхларĕ сана!
Тунька. Çапла-и? Ман вĕт, чăн та, уйласа пăхсан, хăлха та лайăх илтмест, куç та лайăх курмасть.
Суйка. Вăт çав! Эп сана мĕн тетĕп, çынсем урама тухма чарăнĕччĕç эс руль умне ларсан. Пĕрне-пĕри сванит тума тытăнĕччĕç «Тунька тухнă машинипе – астарушнă пулăр» тесе.
Тунька. Çапла-и?
Суйка. Таç çапла, подруга! Так штă, пĕрре те перешиват ан ту! Санпа манăн машина çакă – туя! Çакăнтан шанчăкли çук!
Тунька. Çапла-и?
Суйка. Таç çапла! Чи шанчăкли çакă!
(Кĕвĕ. Ташлаççĕ туйисемпе).
Зинаида СУРПАН.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: