Пур хыпар та

ПОЭТ – АЧАСЕНЕ

Хаклă вулаканăмăр, паян эпир сире Лидия Шурçăл поэтессăн ачасем валли çырнă сăввисемпе паллаштаратпăр.

ПОЭТ – АЧАСЕНЕ
ПОЭТ – АЧАСЕНЕ

Симĕс чăрăш
Симĕс чăрăш илсе килчĕç
Хулари пĕр пасартан.
Пÿлĕме шăрши ун тулчĕ,
Тин çеç каснă йывăçран.

Урине атте майларĕ,
Лартрĕ чаплă кĕтесе.
Чăрăша вăл капăрлатрĕ,
Теттепе илемлетсе.

Аннепе эпир хавасах,
Хутшăнтăмăр çав ĕçе.
Тăрăшрăмăр пуль чылаях,
Вăхăт иртрĕ темиçе?

Симĕс чăрăш хаш! сывларĕ,
Вăл мухтанчĕ теттипе.
Савăнăçлăн вăй вылярĕ
Йăлтăр-йăлтăр çуттипе!

Çĕнĕ çул, хитре, эрешлĕ,
Мул апат сĕтел çинче.
Хĕл Мучи парне валеçрĕ,
Чан çапсан экран çинче!

Çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ тупăш,
Мирлĕ халăх хушшинче.
Капăр пултăр пирĕн чăрăш
Тăнăç пултăр çут тĕнче!

Оркестр
Кĕсле, купăс каласа
Савăнаççĕ шăрчăксем..
Янрать вĕсен калани,
«Чĕрик- чĕрик!», – хĕлĕхсем.
Çерçи тăсать кĕввине,
Чĕвĕл- чĕвĕл чиплетсе.
«Ква-ква» – теççĕ шапасем,
«Чăмпăлт!» – шыв чÿхентерсе.
Тĕкĕлтура хутшăнать,
Сĕрĕлтетсе, сĕрлетсе...
Шăратаççĕ юрăсем,
Кĕвĕлет, кам мĕн пĕлет...
Çемми-кĕвви, илемли, –
Сар кайăксене тивлет!

Вăрансан вылямалли сăвăсем
Пĕчĕк Анук вăранать,
Унта-кунта пăхкалать.
Тяпписем тапаланаççĕ,
Аллисем хăлаçланаççĕ.
Хырăмĕ выçă пулас?
Тутлă ĕмкĕçне тупас!

Хĕл Мучи
Шурă мамăк сухалли,
Ик еннелле мăйăххи.
Сасси хитре илтĕнет,
Куçĕ çуталса илет...

– Хĕл Мучи, эс миçере,
Каласа пар-ха пире?
Тăхăр вунна çитрĕн-и,
Çĕр çултан та иртрĕн-и?

«Эпĕ, – терĕ Хĕл Мучи, –
Ялан çитмĕл çиччĕре.
Раштавпа Кăрлач ачи.
Хĕлле – чăн телей сире!»

Симĕс-симĕс чăрăшсем,
Епле эрешлĕ вĕсем!
Савăнаççĕ ачасем,
Хавас ашшĕ-амăшсем.

– Раштавпа Кăрлач ачи,
Кил, кĕтетпĕр кашни çул,
Ташласа пар, Хĕл Мучи,
Уявлатпăр Çĕнĕ çул!»
Лидия ШУРÇĂЛ.
Пелепей районĕ,
Усень-Иваново ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: