Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
25 Кӑрлач 2025, 15:00

Ачалӑхри сукмаксемпе утас килет

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Шупашкар хулинче пурăнакан Алина Егорован сăввисемпе паллаштаратпăр.

Ачалӑхри сукмаксемпе утас килет
Ачалӑхри сукмаксемпе утас килет

***
Ачалӑхри сукмаксемпе утас килет,
Ман кукамай чӗрҫи ҫине ларас килет,
Ун ӑшӑ сӑмахне итлес килет,
Анчах ачалӑх пӗрре ҫеҫ килет.


Ҫап-ҫамрӑк хӗр ман тепӗр хут пулас килет,
Чи ыр малашлӑха та ӗненес килет,
Чӑн юрату вӑйне шанас килет,
Анчах та ҫамрӑклӑх пӗрре килет.


Ачамсене тулли телей пиллес килет,
Вӗсен пуласлӑхне чунтан курас килет,
Ман мирлӗ пурнӑҫпа пурнас килет,
Мӗншӗн тесен ӗмӗр пӗрре килет.


***
Шап-шурӑ хурӑн айӗнче,
Сип-симӗс курӑк хушшинче,
Ҫемҫе кавирӗн ӑшӗнче
Кӗрлет хӑй евӗрлӗ тӗнче.


Нӑрри те пур, пур лӗпӗш те,
Пур эрешмен картийӗ те,
Чӗриклетет, ав, шӑрчӑк та,
Епле хавас иккен кунта.


Ӗҫчен кӑтки васкать таҫта,
Уярӗ вӗҫрӗ сывлӑша,
Ав хӑнкӑли пашка-пашка
Шӑршне сарса ларать кунта.


Ӑманӗ тухрӗ шӑтăкран,
Тен, сывлӑш пӳлӗннӗ пирки.
Анчах хӑрарӗ пӑванран,
Ун хӑйӗн пурнӑҫӗн йӗрки.


Ҫак пӗчӗк лаптӑк ҫӗр ҫинче
Мӗн чухлӗ кӳршӗ пурӑнать.
Мӗн-ма-ши аслӑ ҫӗр ҫинче
Этем ҫеҫ вырӑншӑн ҫунать?..
Алина ЕГОРОВА.
Шупашкар хули.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас