Вĕрентекен
Тăван кĕтесĕм, савнă шкулăм,
Куллен эс хăв патна туртан.
Асамлă туйăм вăрататăн,
Пуласлăха сукмак хыватăн.
Паян эс телее тивĕçлĕ,
Чечек çыххийĕ сан валли.
Тавралăха йăлтах çутатрĕ
Вĕрентекенĕн йăл кулли.
Санран телейлĕ çын çук халĕ,
Паян эс – сумлă капитан!
Ачасемшĕн эс – анлă парăс,
Пĕлÿ карапĕ тапратан.
Вĕрентекен! Эп пуç таятăп
Сан умăнта çĕре çити.
Чун-чĕререн эп тав тăватăп,
Сан сăнару – ытарайми.
Пурнăçра эсĕ – шыравçă,
Вĕренекеншĕн эс – асамçă.
Вĕрентекенпе эс мăнаçлан,
Тăван кĕтесĕм, Пушкăртстан!
Анне
Анне, аннеçĕм, тав çуратнăшăн,
Ыраш çăкри алла тыттарнăшăн.
Çурхи шăнкăрч юрри янранă чух
Тĕнче çути пире кăтартнăшăн.
Пире ÿстеретĕн эс ачашласа,
Шеллемерĕн нихçан та ăшшуна,
Хăш чух кунсем кăра пулсассăн та
Палăртмарăн хăвăн тарăхăвна.
Халь эпир ÿснĕ, çунатсем хытнă,
Вĕçсе салантăмăр тăват енне.
Инçе çĕрте, ăнман чух ĕç-пуçсем.
Пуçра вăркать:
«Мĕн калĕччĕ анне?»
Анне, аннеçĕм, тав юратнăшăн,
Çăкăр чĕлли алла тыттарнăшăн,
Çурхи шăнкăрч юрри янранă чух
Тĕнче çути пире кăтартнăшăн.
Чăваш ачи эпĕ
Эп чăваш ачи пулса çуралнă
Çакă çутă тĕнчене.
Чăвашла каланă эпĕ
Пĕрремĕш сăмах – анне!
Чăваш ячĕпе кун курнă
Çак илемлĕ çĕр çинче.
Чăвашлах сывпуллашасчĕ
Таврари тăвансемпе…
Эп тухнă çав йăхран,
Мана чăваш арăм çуратнă
Çак пысăк çĕр çине
Телей те хур курма.
Эп тухнă çав йăхран,
Мана хушса хăварнă
Хал пур таран
Чăвашшăн тăрăшма.
Чăваш ачи эпĕ…
Чăвашшăн тăрăшасчĕ,
Вăй пур таран
Ырă ĕçсем тăвасчĕ.
Чăваш ачи эпĕ…
Сире астутарасчĕ:
Намăс пире
Чăваш ятне çĕртме!
Чăваш пулнă, чăвашах,
Хам виличчен пулас теп.
Туссем
Манăн вĕшле йытă пур,
Унăн ячĕ пит маттур
«Мĕн ятлă-ха», – тесессĕн
Хуравлатăп: «Вăл – Кампур».
Манăн тата кушак пур,
Ун ячĕ те пит маттур,
«Çимун» тесе чĕнсенех
Куçран пăхать çын пекех.
Унсăр пуçне тиха пур,
«Çăлтăр» ятлă вăл, маттур.
Чуптар тĕслĕ ман тиха,
Мĕнле тĕс вăл, кала-ха?
Эх! Тихи вара паха!
Эп утланса пăхман-ха,
Утлантарĕ-ши мана,
Ӳкермĕ-ши çырмана?
Тепĕр туса асăнман,
Ватă лаша та пур ман
Ун çине улăхайсан,
Тÿшек çинчи пек ларан.
«Чĕкеç» тусăм çук-и ман?
Ăна маннă, асăнман!
Кÿренчĕ пулĕ, айван,
Хăмсарчĕ пулĕ: «Ан ман!»
«Маша» ятли те пур ман.
Ун йышшине эп курман,
Çÿрен тĕслĕ çак лаша,
Çил пек вĕçет, вăт лаша!
Эп пурне те юратап,
Ирех тăрап, шăварап,
Сĕлĕ парап кашнине,
Сахăр парап пур чухне.
Атте ятлать хăш чухне:
«Вулать лашу кĕнеке».
Тухса пăхап кÿртене,
Тупаймап кĕнекине.
Геннадий ДАНИЛОВ.