-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Авторĕсем Чăваш, Пушкăртстан, Тутарстан республикисенчен, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенчен пулнине пĕлме кăмăллă. Кĕнекене пирĕн шуратăлçăсенчен Микул Ишимбайпа Аркадий Русаковăн асаилĕвĕсене кĕртнĕ. Пĕр пин экземпляр тиражпа тухнă кĕнекене издательство редакторĕ Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ. Кĕнекене сутас енĕпе издательствăн маркетинг пайĕ ĕçлет. Почта урлă туянас текенсем Ольга Леонидовна патне çак телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараççĕ: 8-905-029-89-17.
Микул ИШИМБАЙ,
«Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин председателĕ.