Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
19 Апрелӗн 2025, 15:30

Пĕчĕк çеç – пĕр урамлă, ман ялăм

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Авăркас районĕнче пурăнакан Валерий Валак сăввисемпе паллаштаратпăр.

Пĕчĕк çеç – пĕр урамлă, ман ялăм
Пĕчĕк çеç – пĕр урамлă, ман ялăм

Тĕлĕк
Эп кĕçĕр тĕлĕк курнă:
Ачалăхра пек эп,
Атте-анне те сывă,
Çап-çамрăк иккĕш те.
Пичĕсенче йăл! кулă,
Хаваслă пит хăйсем,
Анне чĕнет пек «Ульăм,
Киле кĕр, çимелле!»
Киле чупса каятăп,
Кĕретĕп пек çурта,
Анчах... Çуртра пуш-пушă,
Никам та çук унта...
Шартах сиксе вăрантăм –
Куççулĕ куçăмра,
Вăрах лăпланаймарăм,
Ыратрĕ чунăмра.

Ватлăх пирки
Ах, вăхăт, мĕншĕн эсĕ шелсĕр?
Мĕншĕн пире ватăлтаран?
Сисместпĕр те, çитетпĕр кĕмсĕр!
Ватлăх текен самант таран.

Питсем-куçсем пĕркеленеççĕ,
Ӳкет «шур юр» пуçсем çине,
Пĕрисем ураран ÿкеççĕ,
Тепри çÿрет ал туйипе...

Ĕнер кăна хастар, патварччĕ,
Ĕнер кăна вăй питти çын,
Паян вара шутлан: «Пурнасчĕ
Мĕнле пулсассăн та пăртик».

Çак пурнăçран хакли çук нимĕн.
Ватти, чирли... – пурĕпĕрех,
Хăй аллинчен ăна вĕçертмĕ
Юлашки кун таранчченех.

Анне эс пирĕнпе...
Анне эс пирĕнпе,
Пире эс пăрахмастăн,
Кайсан та тÿпене,
Пирте эс пурăнатăн.

Анне, сан ăшшуна
Нихçан та манаймастăп,
Паян та эп ăна
Чунра туйса тăратăп.

Эс пулăшан мана
Хăвна çеç систермесĕр,
Тĕрĕсне кăтартан –
Çул икке юпленсессĕн...

Сăнатăн тÿперен
Хăвăн ачусене эс,
Чĕрÿйĕ сан сÿнмен –
Çунать, çаплах çунать вăл!


***
Пĕчĕк çеç – пĕр урамлă, ман ялăм,
Çук нимех те унта пит чапли:
Çук ни шкул, магазин, ни ял клубĕ –
Анчах маншăн унран çук хакли!

Çуркунне... Ăçта пăхсассăн та шап-шурă –
Çеçкере улмуççи, чиесем,
Ик енче çарансем кавир сарнă:
Кăвак, сарă, сантал чечексем.

Ирхине вăратать мана шăпчăк,
Çичĕ çаврăм юрă юрласа,
Çăлкуç шывĕ юхать ирĕн-каçăн
Авалхи валакран шарласа.

Сар хĕвел саламлать кулса ăшшăн,
Çил ачи кăтăклать питĕмрен,
Эп туятăп хама çамрăкланнăн –
Çĕр çине çурхи кунсем çитсен.

Хыçăмра çулăмсем çук та тейĕн,
Хавхалануллăн тапать чун-чĕре,
Çухалать шăвăнса çаран çийĕн
Сĕт пек шурă çĕр каçнă тĕтре...

Эп кайсан та пурте йăлтах юлĕ,
Çак çăлкуç, çак çаран, улăхсем...
Эпĕ çеç çĕр çинче текех пулмăп...
Килĕç çĕнĕ маттур ăрусем...
Валерий ВАЛАК.
Авăркас районĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас