Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
28 Майӑн 2025, 14:00

Пăртта Кĕçтенттийĕ

Кĕçтенттин – çут çанталăк ачи, Пушкăртри Слакпуç ялĕн каччи.

Пăртта Кĕçтенттийĕ
Пăртта Кĕçтенттийĕ

Çуралать Ваçанкка килĕнче,
Пит те харсăр Пăртта йăхĕнче.

Ирхи шуçăм сапать тухăçа
Ăш хĕвелĕн ачаш куллине.
Пурăнма параççĕ пурнăçа
Ĕç тумашкăн шăпа пÿрнипе.

Туррăн шăпи кашнине çитет,
Шăпа тухсан шăпчăк шăпланать.
Пушкăрт çĕрĕн чăваш ывăлне
Тĕлĕнтермĕш талант парăнать.

Кĕçтенттин – санра мĕн чуль вăй-хал.
Кун-çул парăнсан та сахал.
Эс – поэт, учитель, фольклорист,
Куçаруçă, ăсчах та художник.

Чĕрĕк ĕмĕр кăна пурăнса,
Пур ĕçре те хăвна кăтартан,
Пичет машинкине ăсталан,
Хапхана эрешлесе тăван.

«Нарспи» поэма çырни вара
Çĕр çинче ырă ят хăварма.
Вилĕмсĕрлĕх сана парăнать
Ĕмĕр тăршшĕ ятна асăнма.

Пуçласа кăтартан тĕнчене
Мĕнлерех вăл чăваш иккенне:
Вăл сăпайлă, ĕçчен те хастар,
Кирлĕ чух вара питĕ хаяр.

Сан сăвву кĕвĕ пек янăрать,
Вуласа тăранаймăн нихçан.
Сан яту халăхра упранать,
Савăнса пĕтерес çук нихçан!
Мелания НИКИФОРОВА.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас