Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
20 Июлӗн 2025, 16:00

Гефест

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Пишпÿлек районĕнче пурăнакан Александр Егоров сăввипе паллаштаратпăр.

Гефест
Гефест

Гефест
Аван пулĕ, эс, ачам!
Сан сывлăху епле-ши?
Донбасс ен СВОра,
«Гефест», эсĕ ăçта-ши?

Калаçсамччĕ, эс, ачам,
Хăш чухне шăнкăравла,
Ăнланатăп, çăмăл мар
Вăрçăри вут-çулăмра.

Пĕр хыпар та çук санран.
Чун-чĕрем манăн кĕтет,
Кунĕн-çĕрĕн нăйкăшса
Пĕчĕк салам пулин те.

Пĕр хыпарсăр, туйăмсăр
Пурăнмашкăн пит кичем
Çакă çутă тĕнчере,
Пĕр-пĕрийĕн хушшинче.

Виç сăмахпа пулин те
Хăш чухне эс хыпарла,
– Эпĕ сывă, эп ĕçре
Хурланмашкăн кирлĕ мар.

Çак сăмахсене курсан
Чун-чĕре йăпанĕ ман,
Кунĕн-çĕрĕн, ир те каç
Туртăнса канăçлăха.
Александр ЕГОРОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Хушăлка ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас