Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
24 Июлӗн 2025, 13:00

Çуллахи çыру

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Пелепей хулинче пурăнакан Глафира Аблясова сăввипе паллаштаратпăр.

Çуллахи çыру
Çуллахи çыру

Сире çыру çырам-ха,
Пĕр-ик ыйту парам-ха…
Кăçал яла кайрăр-и?
Ту çине хăпартăр-и?
Утă çулнă вăхăтра
Çĕр çырли пуçтартăр-и?
Е «Питравчен татмаççĕ»
Тесе килте лартăр-и?
Лайăх вырăн шыраса
Чупса çÿрерĕр-и?
Пĕррен-пĕррен суйласа,
Ывăнса пĕтмерĕр-и?
Е, хитре лап тупăнсан,
Çĕр çине ларса, выртса,
Кĕрепле пек пуçтарса,
«Тав Турра», темерĕр-и?
Уçланкăри çырлисем
Хĕрлĕччĕ-и? Шултраччĕ-и?
Тăраниччен çирĕр-и?
Кайран вар ыратмарĕ-и?
Тулли витрине тытса
«Çитрĕ пулĕ» терĕр-и?
Тутлă çырлине килте
Шăнтрăр-и? Типĕтрĕр-и?
Е кукăль пĕçертĕр-и?
Хуран кукли турăр-и,
Çемьепе пĕрле ларса
Çырлана чысларăр-и?
Çырлине пуçтарнă чух
Пуçăра çĕклерĕр-и,
Йĕри-тавра курăмсем
Чуна савăнтарчĕç-и?
Çуллахи кун варринче
Çаран çинчи çеçкисем
Çилпе хумханатчĕç-и,
Сирĕнпе паллашатчĕç-и?
Шуррисем, санталлисем,
Тĕрлĕ сенкер тĕслисем…
Чей курăкпа метрÿшке,
Кăвак тĕслĕ шăнкăравсем.
Унтан тата ыттисем,
Саррисем, чиперрисем,
Ах тутлă-çке шăршисем!
Сывлан чун тăраниччен!
Мĕн тери пуян çаран!
Куç хупсан та ас тăван!
Ĕнтĕ кĕçĕр çĕрĕпе
Тĕлĕкре курăп вĕсене.
Глафира АБЛЯСОВА.
Пелепей хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас