***
Турă тăвĕ патĕнче эп пултăм
Пĕрмĕш хут, кăçал, çу вĕçĕнче.
Ун патне пырса çывхарнăçемĕн
Хумхануллăн тапрĕ ман чĕре.
Пынă майăн меллĕ вырăн пăхрăм
Ӳкерсе илмешкĕн пейзажне.
Чарăнсассăн сапăрлăн пуç тайрăм
Çут çанталăк пÿрнĕ парнене.
Турă хунсене пилленĕ тейĕн,
Çак асамлă тăвăн аркинче.
Ах, епле тавралăхĕ илемлĕ…
Тăтăм авăк арккă умĕнче.
Пысăк сас паллисемпе туптанă
«Торатау» ячĕпе тăвне.
Халăхăн ăс-хакăлĕ çитсенччĕ
Упрамашкăн наци пурлăхне.
Тен, ман авалхи ăру-несĕлĕм
Канлĕ вырăн тупнă çакăнта.
Ĕнтĕ ахальтен мар тăвăн ячĕ
«Турă тăвĕ» ятлă чăвашла.
Мĕн кăна курман-ши шур чул тăвĕ?
Хăйĕн вĕçĕмсĕр ĕмĕрĕнче.
Вăл хурпа-шурне сахал мар курнă
Вăрçăсем, Гулаг вăхăтĕнче.
Çĕр çинчен çак ту вуçех çухалĕ
Тыткăна илсессĕн заводсем.
«Еплерех илемлĕччĕ шиханĕ», -
Тейĕç çавăн хыççăн ентешсем.
Вера ФОМИНА.
Çтерлĕ хули.