Пурнăç шăпи
Кун хыҫҫӑн кун, ҫул хыҫҫӑн ҫул
Шыв пек юхса иртет кун-ҫул.
Хӗвел тухать, хӗвел анать
Иртнийӗ ӗмӗр ҫак пулать.
Кӗске-ҫке ӗмӗр уйласан.
Ах, вӑрӑм ҫаврӑнса пӑхсан...
Эпех-ши утнӑ ҫак ҫулпа
Анаталла та тӑвалла?
Эпех-ши ӗҫнӗ-ши вара
Пурӑнӑҫ ятлӑ хуранран:
Наркӑмӑшне те шерпетне,
Йӳҫҫипе хутӑш пылакне?
Мӗн чухлӗ сӳннӗ вучахсем...
Мӗн чуль арканнӑ кӗперсем...
Шӑпаҫӑм, тав шанчӑкӑма
Паманшӑн пурпӗр ҫухатма!
Шӑпаҫӑм, тав тилхепеме
Алран паманшӑн ӳкерме.
Панишӗн Урхамахӑма
Вӑй пӳрнӗ ҫулӑмпа юртма.
Ан парсам пĕтме
Эх, сывӑ чух, вӑй пур чух,
Юн вӗресе тӑнӑ чух
Умра мӗн чухлӗ ӗҫсем,
Вӗҫсӗр, пӗтмесле вӗсем!
Ах, сасартӑк, пӗр самант
Хуҫӑлсан тӑрук ҫунат,
Ҫӗрелле чул пек ӳксен,
Пурӑнӑҫ – самант иккен.
Ӑнланса тӑрук илен,
Ӑнланан та тӗлĕнен:
Халӗ ҫеҫ-ҫке сывӑччӗ,
Ҫунатӑмсем вӑйлӑччӗ.
Мӗскер пулчӗ самантра?!
Пушӑ тӗпсӗрлӗх умра...
Тӗрӗслев-ши ку лерен?
Айӑплав-ши ку çӳлтен?..
Хамăн шанчӑка тупма
Парччӗ, Туррӑм, ӑсӑма!
Парччӗ, Туррӑм, халӑма!
Сахал мар ҫылӑхӑмсем,
Сахал мар йӑнӑшӑмсем...
Каҫарсам, каҫар мана,
Тасатсам, Туррӑм, чуна,
Сыватсамччӗ ӳтӗме,
Ан парсам ӑна... пӗтме.
Тăшман усси
Тав мана кӑшлакана,
Тав хӑмсаракансене.
Вӑй парса ҫавсем мана
Вӑратаҫҫӗ чӗрене!
Хыҫӑмран хӑваласан,
Эп ҫитетӗп инҫене!
Тӑшман-тӗкӗр пулмасан,
Курас ҫук хам тÿнтерне!
Тус вӑл лайӑх та, анчах
Кÿрентерес мар тесе,
Кӑлтӑксене сахалрах
Калать куҫран питлесе...
Ҫавӑнпа та тӑшмансем...
Усӑллӑрах туссенчен!
Пулччăр, пулччăрах ҫавсем,
Кичем вĕсемсӗр тӗнче!
***
Каçран пырса лараттăн
Пахчари тенкел çине,
Купăсна тăсса яраттăн -
Эп итлеттĕм сассине.
Купăсу мана чĕнетчĕ,
Йыхăратчĕ тĕттĕмре,
Çепĕç кĕвĕ илтĕнетчĕ
Манăн çамрăк чĕрере.
Шурă тутăр эп уртаттăм,
Тăхăнаттăм шур кĕпе,
Сан патна чупса тухаттăм
Шурă çĕмĕрт айĕпе.
Уйăх вăрттăн пăхкалатчĕ
Иккĕн ларнă сак çине.
Пире çĕмĕрт пытаратчĕ
Шурă чăтăрĕ айне.
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ.