Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
27 Сентябрӗн 2025, 15:00

Телей тĕсĕ

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Шупашкар хулинче пурăнакан Анатолий Абрамовăн сăввипе паллаштаратпăр.

Телей тĕсĕ
Телей тĕсĕ

Телей тĕсĕ

Нумай вуларӑм, ҫыртӑм пулӗ,
Тӗнче тӗпчерӗм тӑрӑшса.
Ҫӑмӑлах мар шыравҫӑн ҫулӗ,
Сив тар тухать час-час тапса!

Пӗр илӗртет сип-симӗс улӑх!
Куҫне хӗсет сенкер пӗве,
Кӑчӑк туртать сап-сарӑ уйӑх,
Пушхирсенче ула тӗвве!

Шыратӑп, тусӑмсем, шыратӑп
Телейӗн Уҫлӑхри тӗсне!
Шанатӑп, тӑвансем, шанатӑп:
Тухатӑпах шырав вӗҫне!!!

Тӑванӑмсем, эсир пӗлетӗр,
Телейӗн тӗсӗ мӗнлине?!!!
Пӗлсен часрах-халех систерӗр.
Унта вӗҫтерӗп ирхине...
Анатолий АБРАМОВ.
Шупашкар хули.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас