Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
28 Сентябрӗн 2025, 15:00

Ан васка, кӗркунне

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Авăркас районĕнче пурăнакан Нина Лотос сăввипе паллаштаратпăр.

Ан васка, кӗркунне
Ан васка, кӗркунне

Ан васка, кӗркунне, ан васка

Ан васка, кӗркунне, ан васка
Пар кӑштах киленме, савӑнма.
Ӑш кунсем ҫапах та пит кӗске
Ан васка, кӗркунне, ан васка!

Каҫӗсем ытарми, кун кӗске
Ашкӑнса ҫумӑрӗ лӳшкетет.
Садсенче кӗтретлӗ чечекӗ
Сӑмсана техӗмлӗ кӑтӑклать.

Ҫут ҫанталӑка хирӗҫлеймӗн
Йӑл саламлатӑп савса кӗтсе.
Илемне кӑтартать кӗркунне
Ылтӑн тӗс сапать-ҫке илӗртсе.

Кӗрхи кун кӑмӑла пит каять
Килентерет сана йӑпатса.
Ытамне ҫупӑрса хыт илет
Кӗркунне ан васка, ан васка!
Нина ЛОТОС.
Авăркас районĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас