Уйрăлу сăмахĕ
Сывӑ пул, ытарми ҫут ҫанталӑк,
Тавтапуҫ, сар хӗвеллӗ тӗнче:
Кулянмастӑп, ыр кӑмӑллӑн кайӑп
Ҫил-тӑманлӑ раштав каҫӗнче...
Ҫӗр ҫинче пурӑнма питӗ лайӑх,
Ҫынсемпе савӑнни – чӑн телей.
Тен, хӑшне ҫиллентернӗ – пур айӑп,
Тӳпере ҫылӑхсемшӗн тӳлеп.
Турӑ ҫеҫ тӳррипе пӑхса тухӗ –
Мӗнле пурӑннӑ эс ҫакӑнта?
Аслӑ суд хыҫҫӑн тин паллӑ пулӗ –
Ҫӑтмаха е тӳрех тамӑка?
Шухӑш вӗҫрӗ ҫапах, эпӗ тивӗҫ
Уҫлӑхра юп курса пурӑнма,
Ма тесен, мухтанмастӑп, кашни ӗҫ
Кӑтартать ман ӑса та алла.
Тӑшманран хӑраман – пулнӑ харсӑр,
Лаша пек ӗҫлесен те канман:
Вӑйӑран, пӗр хӗре ӑсатмасӑр,
Тӑмана пек пӗччен таврӑнман.
Чи хитре пикене ҫавӑрттарнӑ, –
Качча илнӗ чӗре савнине,
Мӑшӑрпа чаплӑ ҫурт туса лартнӑ,
Ҫитӗнтернӗ маттур ачасем.
Мӑнуксем те часах пысӑкланӗҫ –
Ҫӗкленет ҫӗн хунав ешерсе.
Ҫамрӑксем пире йӑлт улӑштарӗҫ,
Вӑйлӑлатӗҫ ҫӗршыв тӗрекне.
... Астӑватӑп, вӑрман та ӳстернӗ, –
Юр айне пулчӗҫ пуль йӑмрасем,
Ҫуркунне пурпӗрех симӗсленӗҫ –
Пурнӑҫ чӗртӗ татах ҫут хӗлхем!
Вăрçă пĕттĕр
Стамбулта Раҫҫейпе Украина хушшинче пыракан икӗ енлӗ мирлӗ калаҫусене ырласа.
Кунӗпеле пачах канмасӑр
Сив ҫумӑр вӗтӗрти ҫӑвать:
Ҫынсем пекех мӗн чӑтаймасӑр
Ҫанталӑк хӑй те макӑрать.
Сире ӑсатнӑччӗ асаплӑн,
Уйрӑлнӑҫем чун ҫуннӑран.
Каҫарӑр Турӑ сыхламаншӑн –
Чӗрӗ юлма пӳрмен пулсан.
Яла хур кайӑксем пек килтӗр,
Анчах май ҫук ҫав савӑнма, –
Цинкран «хăпартнă» хӑтлӑ килӗр
Илсе каять халь ҫӑтмаха...
Ылхан кӗтесӗ – Украина,
Виҫ ҫул вӑл леш тӗнче хапхи.
Ӑс-тӑнӗ пӗтнӗ урнӑ йыттӑн –
Зеленский – Анӑҫӑн тарҫи.
Мӗн, кансӗрлерӗ-им Раҫҫейӗм
Хӑв пӗлнӗ пек пуҫтахланма?
Эс хушнипе хурах эшкерӗ
Вилӗм сапать йӗри-тавра.
Ҫапах ним уссӑр тӑрмашаҫҫӗ –
Пире яраймӗҫ авӑра:
Астуччӑр, вырӑс хӗҫ-пӑшалӗ
Ялан хаяррӑн тавӑрать.
Тӑшман ытла ан каппайлантӑр:
Ҫӗршыв лексен хӑрушлӑха,
Чӗрӗлсе тӑрӗ пӗтӗм паттӑр –
Пӗрле ҫӗнтерӗпӗр юта!
Леонид КЕВЕР.
Шупашкар хули.