Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
29 Ноябрӗн 2025, 15:00

Хура кĕркунне

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнче пурăнакан Алексей Емельяновăн сăввисемпе паллаштаратпăр.

Хура кĕркунне
Хура кĕркунне

Урамра йĕпе-сапа, çумăрлă кун-çĕр,
Кассăн-кассăн çил вĕрет – ăмăр çутă ир.
Утма çул та çăрăнать, пылчăклă çул-йĕр,
Шурă юрĕ çукалать, сапалать шур пир.

Кăмăл ырă пурпĕрех – çумăр, юр е çил,
Илеме туять чĕре – çут тĕнчеçĕм, пил.
Курăк хăрнă, пурпĕрех пур асам умра,
Сывлăш нÿрĕ, çавăнпах техĕм таврара.

Кунсерен çил шăхăрать, пушă ĕнтĕ хир,
Каш! кашлать умри вăрман çак асамлă ир.
Çурçĕртен çил хăвалать, типĕтет çĕре,
Тапхăр-тапхăрпа шанать, çывхарать хĕлле.

Тепĕр кун тумла тумлать, çил пач çук ку çĕр,
Ăшă туйăм парнелет çакă хура кĕр,
Шурă пир те çухалать майĕпен куçран,
Каç енне кăштах шăнтать – çилĕ анăçран.

Ирсерен пăрлантарать, çул-йĕрсем çап-çут,
Кăнтăрла, ав, шăварать çумăр тепĕр хут.
Çумăрăм! Эс шăварах, иплĕх-сиплĕх кÿр,
Тухăç пулĕ вăйлăрах çĕр сăхсассăн нÿр.

Алексей ЕМЕЛЬЯНОВ,
Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас