Кун-çулсем иртсе пыраççĕ
Кун-çулсем иртсе пыраççĕ,
Сисĕнмесĕр, тĕрленсе.
Уявра хĕрсем юрлаççĕ,
Кăмăла çĕклентерсе!
Шăпчăксем шăрантараççĕ
Садсенче çулла çитсен.
Çирĕм пилĕк çул юрлаççĕ
«Сарписем», сар пикесем!
Вăл нумай-и, е сахал-и,
Кам шутлать ăна паян?
Кур, куракансен хавалĕ
Чăн-чăн вăйлă пулнăран!
Чăн паха вĕсен парнийĕ,
«Сарписен» юрри илем!
Çурхи кун кĕвви-çеммийĕ,
Вăл сăваплă, тÿперен!
Пур «Шуратăл» хумĕ чĕнчĕ –
Хак пама юбилейне!
Пуянлатрĕ чăн-чăн ĕнчĕ,
Чăвашсен культурине!
Саламлатпăр, саламлатпăр
«Сарпине» юбилейпе!
Кун-çулсем малта, куратпăр,
Савăнтарĕ юррипе!
Çирĕп сывлăх, ăнăçулăх,
Пултарулăх – иксĕлми!
Пурнăç мирлĕ, пултăр тулăх,
Чăн телей шăнăçайми!
ШУРÇĂЛ Лити.
Пелепей районĕ.
Чӑвашлӑх тӳпинче
Сарпи тесессӗнех-ҫке куҫ умне
Чипер хӗрсем тухаҫҫӗ ярӑнса,
Сар кайӑкӑнни пек сассисене
Чӑваш кӗввипеле янӑратса.
Ӑмсанӗҫ Шупашкар артисчӗсем,
Ҫак ушкӑн пултарулӑхне курса,
Ӑна вӗт – ҫирӗм пилӗк ҫул. Вӗсем
Туптаҫҫӗ халӑха савӑнтарса!
Мухтаннӑ, мухтанатпӑр «Сарпипе»
Эпир Пушкӑртӑстан чӑвашӗсем!
Ҫӗклеччӗр кӑмӑла юррисемпе
Чӑвашлӑх тӳпинче ялан вӗсем!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ.
«Сарпине» саламлани
Пĕр-пĕр ушкăн тума канашлаççĕ
Пухăнсан пултаруллă çынсем.
Янăравлă, таса ят шыраççĕ
Ушкăна йĕркеленĕ туссем.
Ушкăнсем тĕрлĕрен, шучĕ – йышлă,
Çăлтăр евĕр çунаççĕ пин-пин.
Хăть хăшне суйласа ăшшăн йышăн,
Çывăхрах мана, пурпĕр, «Сарпи».
Пур вĕсен пĕр хăйсен евĕрлĕхĕ.
Сассинченех пулать палласа.
Кăмăла тыткăнлать çепĕçлĕхĕ,
Итлесессĕн пулмасть уйрăлса.
Урăх ушкăн тата сумлăрах-и,
Курăнать-и вăл, тен, пуянрах,
Куç тулли вылясан та ахахĕ,
Мана, пурпĕр, «Сарпи» çывăхрах.
Пур вĕсен пултарулăх асамĕ –
Яланах вăл акать ыррине.
Чĕрере вырăн тупнă саламĕ –
Шăратать манăçми юррине.
Геннадий ЧЕЛПИР.
Çтерлĕ хули.