Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
31 Декабрӗн 2025, 15:00

Çунтар çилхÿпе, урхамах!

Хаклă вулаканăмăр, паян эпир сире Лидия Шурçăл поэтессăн Çĕнĕ çул уявне халалласа çырнă сăввипе паллаштаратпăр.

Çунтар çилхÿпе, урхамах!
Çунтар çилхÿпе, урхамах!

Капăрланчĕ татах çут çанталăк,
Тÿпере «Аçтаха» явăнать.
Вăл каясшăн уçать халĕ алăк,
Урхамах ăна хирĕç тухать.


Кăлтăксем, парăмсем тухса кайччăр,
Килес çул чăн телей парнелет !
Çĕнĕ çул çĕнĕ пурнăç хăвачĕ,
Мĕн пулсан та шăпа çĕнелет!


Çĕр çинчи халăхсем, тен, лăпланĕç,
Сас кăлармĕç хăруш тупăсем!
Мирлĕ пурнăç курса аталанĕç,
Путлансан чунилли тăшмансем! 


Хĕрлĕ тĕслĕн çуталчĕ сатуррăн, 
Çилхипе вут сапать урхамах!
Уçлăхран вăй çитерĕ ыр Турă,
Пуç çĕклеймĕ каппайчăк хурах!


Эп çĕклетĕп курка Çĕнĕ çулшăн:
«Ырлăхпа шырлăха çĕнтерер!
Чыс! Хăват та Мухтав! Паттăрсемшĕн!
Урхамах, çилхÿне ан сÿнтер!


Тăшмансен йăвине кĕллентертĕр,
Хÿтĕлетĕр Тĕнче вăрçинчен!
Мирлĕ атом анчах çирĕплентĕр,
Тăнăç пурнăç, пире, çĕр çинче!


«Аçтаха», сана тав иртнĕ çулшăн,
Эс маттур – ĕçÿсем куçкĕрет! 
Туслă халăх ялан çирĕп Миршĕн,
Эп шанатăп, Раççей çĕнтерет!


ШУРÇĂЛ Лити.
Пелепей районĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас