Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
25 Кӑрлач , 15:00

Иккĕн

Чăваш халăх поэчĕн Валерий Туркайăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Çакна унăн хайлавĕсемпе паллашнă май та асăрхама пулать. Паянхи кун вăл тухăçлă ĕçлекен чăваш çыравçисенчен пĕри шутланать. Çак кунсенче редакцие сăмах ăстин пĕр сăвви килсе çитрĕ. Эпир унпа вулакана хаваспах паллаштаратпăр. Мĕншĕн тесен вăл паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă пулнине ăнланатпăр.

Иккĕн
Иккĕн

Иккĕн
– Фронтран-и, братан?..
– Çапла, çавăнтан.
– Аманнă пулас?..
– Пулса ун пекки.
– Ăçта пулма тиврĕ?
– Купянск патĕнче.
– Пулса эп унта.
Унтан инçех мар…
– Чăваш-и?..
– Чăваш!..
– Ăçтан?.. Ăçтисем?..
– Ишлей… Ишлейсем…
– Эс ху ăçтисем?..
– Кĕтне енчисем…
– Авланнă-и?..
– Çук… Анчах та …
– Авлан!
Ил тĕслĕх манран –
Ман икĕ пацан!..
… Фронта-и, братан?..
– Çапла, çавăнта…
– Хăвна упрасам!..
– Ăнлантăм, братан!

Январĕн 14-мĕшĕ, 2026 çул.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас