-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Тахçантанпах кĕрлет, ав, вăрçă
Хохол-украин çĕрĕнче.
Кунне-çĕрне пĕлмесĕр хурçă
Çунать çÿлте те çĕр çинче.
Хаяр тăшман татти-сыпписĕр
Тăкать вĕри тăхлан вутне.
Пĕр вăхăт та снаряд сассисĕр
Шăп тăратмасть салтак утне.
Çÿл тÿпене сăпса пек сăрнă
Тăшманăн ирсĕр дронĕсем.
Йĕри-таврах çунать – вут хыпнă –
Юнпа пĕвеннĕ окопсем.
Пĕр хушă ак «Торнадо» печĕ,
Унтан кĕрлерĕç тупăсем…
Часрах сайралтăр тăшман речĕ,
Ан килччĕр цинклă тупăксем.
Часах, часах тĕнче тасалĕ,
Хаяр та ирсĕр тăшманран.
Çĕн кун каллех çиçсе çуталĕ.
Раççейĕм вăйлă пулнăран!
Алексей ЕМЕЛЬЯНОВ.
Пелепей хули.