

Пулнă-мĕн çак ушкăнра –
Чаплă платник таврара,
Пĕр ĕçчен чăваш – Куçма,
(Ылтăн алă – ĕç тума).
Илтнĕ те пуль ун çинчен?
Е курса-и халиччен?
Çак вун ик çул хушшинче
Ак мĕн пулнă пĕринче:
Хулара ĕç пĕтерсен,
Патша çакна пĕлтерсен,
Кама мĕн кирлĕ – çавна
Сĕннĕ ĕçлекен çынна.
Ун чухне кашни тарçа
Панă валеçсе укçа.
Пĕр Куçма – хастар чăваш –
Ĕçшĕн ыйтнă, тет, канаш.
– Хăв ĕçÿшĕн эс апла
Татăласшăн канашпа?
Маншăн эс ĕçчен юлташ,
Килĕшеп пама канаш.
Ак, пĕрремĕшĕ, тăнла:
(Ан тавлаш эс манпала.
Сăтăр ĕç нихçан ан ту,
Ун чух пурнăпăр тату).
Ҫул ҫӳрен лаши çине
Хӑвӑн ҫӗклемне ан хур.
Пĕлнĕ-пĕлмен çынсене
Пĕлĕш-тантăш пек ан кур.
Иккӗмӗш канаш çапла:
Хăв тухсан инçе çула,
Çĕр каçмашкăн ан шутла
Çамрăк хĕрарăмпала.
Акă, виççĕмĕш мĕнле:
(Сан ăна та пĕлмелле).
Пуç пÿрнÿн чĕрни çине
Çырнă мĕн тумаллине, –
Тенĕ кукăль тыттарса,
Шăппăн асăрхаттарса:
– Уçмасăр кил алăкне
Ан пуçла эс кукăльне.
Панине Куçма илсен,
Ăстасем ĕç вĕçлесен,
Тухнă аслă çул çине,
Курнă çул çÿрекене.
Çак сĕнет ăстасене:
– Хурăр манăн лав çине
Хăвăр япалăрсене,
Йăтма йывăррисене.
Платниксем, ак, çийĕнчех
Хунă хăйсенне веçех.
Хăйĕн çĕклемне Куçма
Килĕшмест унта хума.
Ут çил евĕр ыткăнать,
Кĕç куçран та çухалать.
Вăхăта укçа курмасть,
Вăл хуçа та шырамасть.
Пур паян вăл, çук – ыран,
Пур ыран та – çук паян.
Илчĕç ăнланса тинех,
Укçи пĕтсен çул çинчех.
Тăрса юлчĕç нимсĕрех,
Çара çерçипе пĕрех,
Хунисем ют лав çине
Пур-çук япалисене.
Каҫ килет тĕттĕмленсе,
Хваттере кĕрес тесе,
Пĕр яла çитсе тухсан,
Вăл шаккать пĕр кантăкран.
Çамрăк арăма курса,
Инкек пуласне туйса,
Кил хуçи камне пĕлсен,
Çĕр каçма унта кĕмен.
Утрĕ, тет, Куçма пĕччен,
Хăтăлса инкексенчен
Ик канаш пулăшнипе,
Патшана итленипе.
Пухнă та пур вăй-халне
Таврăнма шутлать ялне.
Çич кунран тин кил умне
Çитнĕ тет вăл каçхине.
«Тупнă-шим телей çапла
Мăшăрăм ют арçынпала?» –
Илтнипе ар сассине
Вут хыпать Куçма ăшне.
«Ан шан» тесе çырнине,
Пуç пÿрнин чĕрни çине,
Курсанах тин лăпланать,
Çак канашшăн савăнать.
Виççĕмĕш канаш ăна
Халĕ пулăшсан татах,
Кĕç кĕрсе çитсе тăна
Калаçу илтет часах:
– Таврăнать атте хăçан? –
Илтĕнет арçын сасси.
– Вăхăт пит нумай юлман
Ун киле таврăнассин.
Пĕтерсе патша ĕçне
Янă, тет, килĕсене
Ĕç тăван ăстасене,
Чыс-мухтавлă çынсене.
– Çитрĕм эп тинех килсе! –
Кил хуçийĕ сас парать.
Çенĕке чупса кĕрсе
Арăм ытамне чăмать.
Патша панă кукăльне
Вăл хурать сĕтел çине.
Кукăльне кассан – куран:
Ылтăн тупнă пĕр хуран!
Халап ятăм – шантартăм,
Пĕр сăмах та суймарăм.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.