Урал сасси
+15 °С
Дождь

Паянхи ял сăнĕ

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Авăркас районĕнче пурăнакан Валерий Валак сăввисемпе паллаштаратпăр.

Паянхи ял сăнĕПаянхи ял сăнĕ
Паянхи ял сăнĕ

Паянхи ял сăнĕ
Хӗвел анчӗ, пытанчӗ,
Вӑрман хыҫне ҫухалчӗ.
Тухса лартӑм та... Ларап,
Каҫхи шӑплӑха тӑнлап.

Халь ялсенче шӑп кӑна,
Пӗр сас-чӗвӗ илтӗнмест,
Ҫук кӗтӳ. Хапхасенчен
Выльӑх-чӗрлӗхӗ кӗмест.

Кӑштӑртатаҫ ватӑсем,
Ҫывӑрма хатӗрленеҫ,
Иртеҫ ҫавӑн пек кунсем...
Ӗмӗрӗсем вӗҫленеҫ.

 

Манăн шухăшлав
Пырать вӑрҫӑ çӗршывра,
Хыпарсем ытла кӑра:
Сирпӗтеҫҫӗ кунсерен
Ялсене, хуласене.

Хахул ӑсран тайӑлнӑ,
Чӑн эсреле ҫаврӑннӑ,
Хӗрхенмест ачасене,
Ӗҫлӗ, мирлӗ ҫынсене.

Ҫапӑҫу уй-хирӗнче
Мӗн чуль салтак пуҫ хурать,
Мӗнле ҫакна тӳсмелле?
Ыратса чӗре сурать.

Мӗн ҫитмест хахулсене
Ӑнланмастӑп нимӗнле,
Пур Бандера йӑх-яхне
Панӑ пӗтӗм влаҫ алне...

Пиччӗшӗпе шӑллӗ пек
Ӗлӗк туслӑ пурӑннӑ,
Аслӑ вӑрҫӑра пӗрле
Нимӗҫсене тустарнӑ.

Ӑса кӗрӗр, тӑвансем,
Ҫитет пире ҫапӑҫма!
Тӑн кӗмен Зеленскине
Вӑхӑт тапса вӑркӑтма!

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас