Урал сасси
+21 °С
Облачно

ЫЛМАШМĂШ*

Ку ĕç пулнă авалах, (Тĕрĕсси кунта пурах). Юмах пулĕ юптарсан, тĕлĕк пулĕ çывăрсан.

ЫЛМАШМĂШ*ЫЛМАШМĂШ*
ЫЛМАШМĂШ*

Ялта тимĕрç пурăннă,
Хăй патваррăн курăннă.
Ĕçлесе пурăннăран
Аптраман вăл сывлăхран.

Ытлă-çитлĕ пурăннă
Ашшĕ-амăш виличчен.
Хурлăх вăхăт тупăннă
Тăлăха юлсан пĕччен.

Пурнăç тунсăх та кичем,
Çук унра нимле илем.
Пĕччене кун курăнмасть,
Ăшшине хĕвел памасть.

«Хурлăх çеç-шим ман тĕле?
Çĕтнĕ-ши ăçта телей?
Эх, тупсан чун варлине
Пĕлĕттĕм вăл мĕнлине».

Ялтан тухса кайсанах,
Çыр-вар урлă каçсанах
Курнă каччă пÿрнине,
Пур енчен чиперрине.

Хĕр патне Иван пырать,
Куçĕнчен пăхса ыйтать:
«Сана мар-и тĕлĕкре
Эп тĕлленĕччĕ пĕрре?

Юратса чунтан-вартан
Килĕшме ыйтап санран
Мăшăрлă манпа пулма,
Венчете пĕрле тăма».

«Чун-вартан саван пулсан,
Савăнăç манра тупсан,
Хатĕр эп пĕрле пулма,
Ĕмĕр тăршшĕ юратма».

Çирĕп çемье çавăрса,
Ытлă-çитлĕ пурăнса,
Икĕ ывăл, пĕр хĕре
Ӳстереççĕ çемьере.

Пĕр ывăлĕ ашшĕпе
Ир тăрсассăн кунĕпе
Тимĕртен тем ăсталать,
Шăллĕ те шав пулăшать.

Марье хĕрĕ амăшпе
Апат-çимĕç пĕçерет.
Кил-йыш пысăк телейпе
Ĕçлесе шав киленет.

Мăнкун уявĕ тĕлне
Хурлăх çитнĕ çемьене:
Пĕр кĕтмен-туман çĕртен
Чирлесе ÿксен.

Вырăн çинчен тăраймасть,
Тухтăр та пулăшаймасть.
Виççĕмĕш кун ирхине
Ăсанать «леш тĕнчене».

Иван тĕлĕк тĕлленет.
Тĕлĕкрен хăй тĕлĕнет:
Анна кашкăр пулнă пек,
Хăй патне чĕнет пек тек.

Хутаçне çумне çакса,
Пăшалне алла тытса,
Кайнă, тет, хăй вăрмана,
Шырамашкăн Аннăна.

Пилĕк кун таврăнаймасть
Вăрмантан Иван килне.
Тăнăçлăх çемйи курмасть
Çухатса кил хуçине.

Ултă кун иртсен ирпе
Тин вăл кашкăр амипе
Çитнĕ, тет, аран яла.
Ял çинче сăмах çапла:

«Анна кашкăр пулнă тет,
Улшăннă йăлт сăнĕ тет.
Халь вăл кашкăр ами тет,
Вăрманта халь пурнать тет».

Кашкăр ами арăм пек,
Упăшки те кашкăр пек,
Вăрмана кайса çÿрет,
Кашкăрсемпе пĕлĕшет.

Лараймасть килте вăрах,
Вăрмана тарать часах.
Килĕ ун вăрман пулать,
Тискер кайăкла пурнать.

…Çавăн пек вăл юрату.
Пурăнсассăн пит тату.
Урăх арăм кирлĕ мар,
Ылмашмăш та начар мар.


Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.


Ылмашмăш* – урăх çынна е чĕрчуна çаврăнни. (Вырăсла – оборотень).

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас