Урал сасси
+8 °С
Ясно
Вулакан пултарулăхĕ
27 Сентября , 10:00

Манăн мăнуксем

Хаклă вулаканăмăрсем, паян эпир сире Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче пурăнакан Нина Федорова сăввисемпе паллаштаратпăр.

Манăн мăнуксемМанăн мăнуксем
Манăн мăнуксем

Кăранташ

Хĕвел ансан, каç пулсан,
Алла тытап кăранташ.
Ăшăм пăшма пуçласан,
Маншăн вăл ялан юлташ.
Ман пуçри шухăшсене
Куçарать вăл хут çине
Пĕлĕпĕр иксĕмĕр çеç
Иртнине те хальхине –
Ан хуçăлтăр вĕçĕ çеç.

 

Суйламастпӑр шӑпана..

Суйламастпӑр шӑпана,
Шӑпа хӑй суйлать пире...
Ӑсатап вӑрҫа сана,
Ачам! Ҫунать-ҫке чӗре!

Ҫунать вутла ман чӗре!
Ачам! Эс ӳссе ҫитрӗн
Вӑрҫӑ вӑхӑтне лекрӗн...
Ҫӗршыва сыхламалла.

Санӑн вӑрҫа каймаллах.
Пехиллеп, ачам, сана!
Вӑрҫӑра сыхрах пулсам!
Турӑ сыхлатӑр сана.

Ҫынна сиен эс туман..
Суйламастпӑр шӑпана,
Шӑпа хӑй суйлать пире.
Ӑсатап... вӑрҫа сана...

Вутла ҫунать ман чӗре!
Таврӑн çӗнтерӳпе ҫеҫ.
Раҫҫей салтакӗ-ҫке эс!
Куҫҫульпе куҫсем тулаҫ...

Турӑ сыхлатӑрччӗ ҫеҫ.
Куллен эп кӗлӗ вулӑп,
Турӑран ырлӑх ыйтӑп.
Ҫӗр ҫинче Мир пултӑрччӗ,
Ачасем сыв юлтӑрччӗҫ.

 

Манăн мăнуксем

Ҫитрӗҫ канмалли кунсем –
Ҫурт туллиех мӑнуксем.
– Атьӑр выляр вӑйӑсем,
Ан пултӑр сире кичем.
Патӑм Юляна юла –
Ҫавӑрса вылямалла.
- Эп вылясшӑн «поездла», -
Терӗ мӑнук Микула.
– Эпӗ вакунӗ пула-ап! –
Кӑшкӑрчӗ пӗчӗк Ванюк.
– Эп те! – терӗ Кӗтерук.
– Эп те! Эп те! Эпп! –терӗ
Кӗҫӗн хӗрӗн Петӗрӗ...
– Поездӑн вакун нумай,
Эс те выля, кукама-ай! –
Кӑшкӑраҫҫӗ мӑнуксем –
Выляма хистеҫ вӗсем.
Каҫченех вылярӑмӑр,
Ашшӗ-амӑш киличчен.
Унтан апатлантӑмӑр,
Килсене ӑсантӑмӑр
«Кукамайсен» станцинчен
Ҫитес канмалли кунччен


Пĕлĕте вĕçес килет

Пĕлĕте вĕçес килет,
Çăлтăр тытса курас килет.
Çăлтăрĕ пĕçермĕ-ши?
Вăл хĕвел ачийĕ мар-ши?

Урхамах утланăттăм,
Эпĕ çилпе ăмăртăттăм
Мала тухса пулĕ-ши?
Урхамах çинчен ÿкмĕп-ши?

Эпĕ шывра ишĕттĕм,
Пĕр хумпалан калаçăттăм.
Хумĕ мана итлĕ-ши?
Аяккалла ăсатмĕ-ши?


Нина ФЕДОРОВА.
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас