

Пĕр йĕпе-сапаллă кĕрхи кун Сергей Петрович хăйĕн «Сузуки» маркăллă яппун машинипе республикăн шĕкĕр хулине килчĕ те кăнтăрлачченех тĕрлĕ ĕçсемпе çÿрерĕ. Хырăмĕ выçни кăнтăр апачĕ çитнине систерсен машинине чарчĕ те çывăхра пĕр-пĕр столовăй е кафе пуррине аса илме тăрăшрĕ. Унччен кунта пельменсемпе сăйлакан кафе пурччĕ те, анчах халĕ ун вырăнĕнче суту-илÿ бутикĕ вырнаçнă иккен. Тата ĕлĕкхи столовăй вырăнĕнче халĕ темле магазин евĕр çуртăн чÿречисем ялтăртатаççĕ.
Çурхи-кĕрхи пальтопа кепка тăхăннă Сергей Петрович аптăранипе самаях кăвакарса шуралнă çÿçне аллипе сăтăркаласа илчĕ те проспект леш енчи çуртсем çине тинкерсе пăхрĕ. Сасартăк унăн куçĕсем çиçсе илчĕç. Мĕншĕн тесен пĕр çуртăн кунталла пăхакан витринисем çинче пысăк сас паллисемпе: «Тутлă çитеретпĕр!» – тесе çырни курăнса кайрĕ.
– Пулчĕ! – савăнчĕ вăл. – Çакăнта апатланатăп!
Проспект урлă çуран каçмалли вырăн инçетре пулнăран, Сергей Петрович çакăнтах проспект хĕрне тухса тăчĕ. Умĕнче машинăсен тăтăш хумĕ чупать. Хума инçетри светофор хăйĕн хĕрлĕ лампочкипе татассине кĕтсе илчĕ те проспект урлă васкаса утса каçрĕ. Çавăнтах леш тутлă çиме йыхăракан алăк патне çитсе тăчĕ, ăна яри уçса ячĕ.
Çынсем лăк туллиех иккен вăл кĕрсе тăнă йăлтăркка залра, анчах пурте – çулĕсемпе çамрăкскерсем. Сергей Петрович пек çулланнă сумлă çынсем курăнмаççĕ. Çамрăксем вара пурте çамрăкла тăхăннă: çийĕсенче – йÿле янă кĕске те çăмăл курткăсем, çăтă шăлаварсем. Пуçĕсем çинче çÿхе кепкăсем е ним те çук. Çара пуçах вĕсем. Хĕрсен юбкисем, урамра ăшă мар çанталăк тăрать пулсан та – кĕске, чĕркуççийĕсенчен çÿлерех. Çакна курса, çурхи-кĕрхи пальто тăхăннă пенсионер, хăйне кăшт аван мар пек туйса илчĕ.
«Кунтан апатланмасăрах тухса каяс-шим» вĕлтлетсе илчĕ шухăш пуçра. Хырăмĕ аванах выçни çеç ăна касса ăçта вырнаçнине шырама унталла-кунталла пăхтарчĕ. Анчах ниçта та курăнмасть-çке-ха касса тени. Епле майпа апатланас-ха? Çамрăксем таçта апат туяннă та сĕтел хушшисенче апатланаса лараççĕ. Теприсем вара зал варринчи колонкăсем умне тăнă та таблосем çине аллисемпе пускалаççĕ. Ватă çын кусем хăйсене кирлĕ апат суйланине тата уншăн кĕсье телефонĕсенчен укçа куçараса панине тавçăрса илчĕ-илчех. Анчах кун пек тума пĕлмест çав вăл. Апла пулсан, епле майпа апатланас-ха? Çапла шухăшпа вăл сĕтелсем çине подноспа апат лартса çÿрекен официант патне пычĕ.
– Манăн кĕсье телефонĕ çук та, апатланнăшăн епле майпа укçа тÿлемелле-ши вара? – пăхрĕ Сергей Петрович хĕре куçран. – Тата мана мĕнле апат кирлине кама каламалла-ши?
Лешĕ ун çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ, унăн тăрук хĕрелнĕ пичĕ çинче тарăху туйăмĕ палăрчĕ.
– Ăçтан килсе кĕтĕн эсĕ кунта, ват пуç? Ларасчĕ килĕнте çатма çинче ăшаланă çĕр улми çисе! – хĕмленчĕç унăн куçĕсем.
Сăмахпа çеç пĕлтермерĕ вăл çак шухăшсене.
– Килĕр-ха кунта! Пăхăр çак меню çине! – кăчăк туртрĕ вăл пенсионера хăйĕн патне. – Калăр хăвăра мĕнле апат килĕшнине!
Сергей Петрович йăлтăркка экран çине пăхрĕ те унăн куçĕсем алчăраса кайрĕç. Мĕнле-мĕнле апат ячĕпе унăн ÿкерчĕкĕ çук иккен кунта? Моцарелла салат, сендвич бутерброд, скрембл ятлă ăшаланă çăмарта, ун çумĕнчех – крутон ятлă ăшаланă çăкăр татăкĕ, чуста çине какайпа ÿсен-тăран татăкĕсем хурса пĕçернĕ пицца. Çаплах сыр хурса хатĕрленĕ бургер, пысăк чашăк ăшне соуспа пĕрле салма, какайпа ÿсен-тăран хунă бизнес-ланч, ун çумĕнче тăракан хурлăхан морсĕ, смузи ятлă ĕçмелли, рис çинче пĕçернĕ пулăпа тинĕс курăкĕсем... пуçа çавăрттарса ячĕç, куçсене алчăратрĕç. Сушăпа ролла çимеллисем, маффин-кекс тата ытти те илĕртÿллĕн хăйсене астивсе тутанма астарчĕç. Пурин хакĕ те пысăк мар пек туйăнчĕ.
– Мана бизнес-ланчпа пĕр стакан вĕри чей пулсанччĕ те.., – ыйтуллăн пăхса илчĕ ватă çын официант çине.
– Чей çук! Ытти ĕçмеллисене пурне те çакăнта кăтартнă! – сĕлтрĕ лешĕ пуçне экран енне. – Суйлăр!
– Çакна илсе килĕр эппин! – тĕллесе кăтартрĕ вăл темле çутă шĕвеклĕ стакан çине.
– Юрать. Илсе килĕп.
Çавăнтах Сергей Петровича хыçра тăракан çамрăк çурăмĕнчен тĕртсе ячĕ те ун вырăнне йышăнчĕ, табло çинче пÿрнисемпе хăвăрттăн выля пуçларĕ. Çакă ватă клиентпа официант хушшинчи калаçу пĕтнине пĕлтерчĕ ĕнтĕ.
– Укçине апатланнă хыççăн тÿлĕр! Хальлĕхе çав пушă вырăна кайса ларăр! – терĕ те хĕр куç умĕнчен çухалчĕ.
Анчах пырса ларнăччĕ кăна ватă çын çывăхри сĕтел хушшине, умра ларакан тăсланкă та шукăль тăхăннă çамрăк каччă ун çине çиллессĕн те мăн кăмăллăн пăхса илчĕ.
– Ларас тесен, малтан ирĕк ыйтмалла, мучей! – сăрхăнтарчĕ вăл шăл витĕр.
– Апатлан-ха, ачам! – çухалса каймарĕ вăл. – Ытлашши ан калаç! Шарлама кирлĕ мар! Курмастăн-им, эпĕ пушă вырăна лартăм.
Вăл васкамасăр пальтине хыврĕ те пукан хыçне çакса хучĕ, официант апатпа килессине кĕтме пикенчĕ. Çамрăк та урăх чĕрре кĕме шикленчĕ пулас, апатне васкаса çисе ячĕ те урама тухса шăвăнчĕ....
– Тутанса пăхар-ха эппин ютран килнĕ бизнес-ланч ятлă апата, – тытрĕ вăл кашăкне официант апата сĕтел çине вырнаçтарнине курса ларнă май. – Тути мĕнле-ха унăн?
Апатланчĕ Сергей Петрович. Малтан кĕленче чашăк ăшĕнчи ÿсен-тăран татăкĕсене васкамасăр çисе ячĕ, унтан – салмине, какай татăкĕсене. Килĕшрĕ ăна ку апат. Çакăн хыççăн стаканри çутă шĕвеке ĕçме черет çитрĕ ĕнтĕ. Анчах лешĕ пăр пек сип-сивĕ иккен. Килĕнче вĕри чей ĕçме хăнăхнă пенсионера çакă пĕртте килĕшмерĕ. Вĕри шыв ыйтса илсе шĕвеке кăшт ăшăтсан кăна ĕçме пултарчĕ вăл ăна.
«Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен. Апатланасси те çав шутра. Пурнăç çапла иккен вăл», – урама тухнă хыççăн çаврăнчĕç Сергей Петровичăн пуçĕнче шухăшсем.
Аркадий РУСАКОВ çыравçă.
Федоровка тăрăхĕ.