Пур хыпар та
Вулав конкурсĕ
15 Майӑн 2019, 14:10

Çĕр поэчĕ яланах асра

Нумаях пулмасть Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчи модельлĕ вулавăшра «Ухсай Яккăвĕ - тăван çĕр поэчĕ» илемлĕ вулакансен район шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ.

Чăваш халăх поэтне халалласа йĕркеленĕ мероприятие эрехĕррисем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вулавăшпа нумай функциллĕ клубăн залĕсене чăваш наци стилĕпе илемлетни кăна мĕне тăрать. Конкурса хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пĕрлех ĕлĕкхи япаласене тата музей экспоначĕсене курса киленчĕç.
Ялти библиотека ĕçченĕ Светлана Яковлева пухăннисене Яков Гавриловичăн пурнăçĕпе тата литературăри пултарулăхĕпе паллаштарчĕ‚ видеопрезентаци кăтартрĕ. Çавăн пекех вăл «Юратрăм эп‚ хирсем‚ сире...» (поэтăн сăвă йĕркисемпе çыхăнтарнă - авт.) кĕнекесен выставкине хатĕрленĕччĕ.
Уява хутшăнакансем те чăваш наци тумĕсем тăхăнса конкурса хăйне евĕр илем кÿчĕç, хавхалануллă туйăм кĕртрĕç.
Сăвă вулакансем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕринче – ачасем (14 çула çитиччен)‚ тепринче – çамрăксем (15 çултан пуçласа 30 çула çитиччен). Пĕтĕмĕшле конкурса 21 ĕç тăратнă.
Кашни ушкăнри конкурсантсем виçĕ номинаци тăрăх илемлĕ сăвăсем вулама пултарнă: «Тăван чĕлхепе чĕрĕ вулав»‚ «Куçарусем тăрăх чĕрĕ вулав»‚ «Видеовулав». Жюри членĕсем сăвă вулакансене хак панă чухне текста лайăх пĕлнине‚ илемлĕ вулаканăн кăмăл-туйăм тĕнчине тата хăйне евĕрлĕхне (костюмсем‚ сăвă çумне музыкăпа видео хушса илемлетни‚ реквизитсем тата ыт.те) шута илнĕ.
Ачасемпе çамрăксем талантлă пулнине палăртса хăвармалла. Çавăнпа та чи маттуррисене, талантлисене суйласа илме йывăр пулнă. Çапах та çĕнтерÿçĕсене палăртар:
Ачасем хушшинче (14 çула çитиччен):
«Тăван чĕлхепе чĕрĕ вулав» номинаци
I вырăн – Алия Масалимова‚ 6 класс‚ Эрехĕрри вăтам шкулĕ‚ «Ача чухнехи»‚ ертÿçи - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ М.С.Ильина.
«Куçарусем тăрăх чĕрĕ вулав» номинаци
I вырăн – Елена Михайлова‚ Суккул вăтам шкулĕ‚ «Песня про Волгу»‚ ертÿçи – Р.Р.Гареева вулавăш ĕçченĕ.
«Видеовулав» номинаци
I вырăн – Ригина Шарафутдинова‚ 3 класс‚ Кивĕ Турай шкулĕ‚ «Вон в небе журавли»‚ ертÿçи – Л.Н.Шарафутдинова ялти библиотека ĕçченĕ;
II вырăн – Гузель Ахметгалеева‚ 3 класс‚ Кивĕ Турай шкулĕ‚ «Из печки хлеб достану белый»‚ ертÿçи – Л.Н.Шарафутдинова; Артур Идиатуллин‚ 6 класс‚ Рятамак вăтам шкулĕ‚ «Я полюбил мальчонкой Вас...»‚ ертÿçи – Ф.Ф. Шайметова Кулбаево ялĕнчи библиотека ĕçченĕ;
III вырăн – Данил Миргалиев‚ 5 класс‚ Исламбахты шкулĕ‚ «Вон в небе журавли»‚ ертÿçи – И.А.Бадыкова ялти вулавăш ĕçченĕ.
Çамрăксем хушшинче (15 çултан пуçласа 30 çула çитиччен):
«Тăван чĕлхепе чĕрĕ вулав» номинаци
I вырăн – Александра Тарасова‚ 10 класс‚ Суккул вăтам шкулĕ‚ «Асап сахал-и пирĕн çул çинче»‚ ертÿçи – С.А.Иванова чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ;
Малалли хаçатăн 20№.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ.