Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
17 Июлӗн 2019, 14:59

Пекенешсем Çĕнтерÿ паркĕ уçăласса шанаççĕ

Июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кармаскалă тăрăхĕнчи Пекенеш ялĕнче пурăнакансем пуху ирттерчĕç. Тирпейлĕ те хăтлă ялăн историйĕ XIX ĕмĕртен пуçланать. Пекенешре пĕр-пĕринпе килĕштерсе икĕ тĕрлĕ халăх, чăвашсемпе мăкшăсем пурăнаççĕ. Ялта мăкшă халăхне çутта кăлараканĕн А.Ф. Юртовăн музейĕ, Михаил-Архангел чиркĕвĕ ĕçлет.

Паянхи кун тĕлне унта пурăнакансемшĕн чи çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри - Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле ялта Çĕнтерÿ паркĕ тăвасси. Çак ыйтăва çĕкленĕренпе пилĕк çул та çитнĕ ĕнтĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе пуçару ушкăнĕ те йĕркеленĕ. Анчах лав халĕ те малтанхи вырăнтах тăрать.
Районта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра юлмалла тăвас тĕллевпе шырав отрячĕ ĕçлет, Кармаскалăра Совет салтакĕн палăкне уçнă. Асăннă тăрăхран вăрçă хирне 12 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри çеç каялла таврăннă. Кармаскалăран хăйĕнчен çапăçу хирне 700 çынна ăсатнă, çемйисене 312-шĕ çеç таврăнайнă, ыттисем ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн пилĕк Кармаскалă район çынни Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, 2700-шне орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. М.Шаймуратов генерал ячĕ те халăх хушшинче чи паллисенчен, хисеплисенчен пĕри шутланать. Пĕр сăмахпа каласан, кармаскалăсен мăнаçланмалли пур. Çавăнпа та халăх хăйсен пултаруллă ывăл-хĕрĕсен ячĕсене асра тытма тăрăшнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.
«Вĕреннĕ çынна тискер чĕр чунтан уйăрса тăракан тĕп паллăсенчен пĕри – мăн асаттесен еткерне типтерлĕн упрани», - тенĕ А.С. Пушкин. Çак илемлĕ ялта Çĕнтерÿ паркне туни вара çитĕнекен ăрăва, тĕпрен илсен çамрăксемпе шкул ачисене, патриотла воспитани парас тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисемпе студентсем вăрçă паттăрĕсене пĕлменни çеç мар, вĕсене хăрушă вăхăтри фактсене тĕрĕс мар ăнлантарса пани те тĕл пулать.Тĕрĕслĕхе каласа кăтартакан вăрçă паттăрĕсем вара тăрса юлманпа пĕрех.
Тĕл пулăва ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ А.Р. Гареева, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская, Шаймурат ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ И.М. Муратшин, район администраци пуçлăхĕн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ И.Я. Хамитов хутшăнчĕç.
Пуçтарăннисем кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – хăйсен ялне илемлĕрех те хăтлăрах тăвасси, çулсене юсасси, урамсене çутăпа тивĕçтересси, пĕве пĕвелесси. Пулас парка культурăпа массăллă мероприятисем ирттермелли вырăна çавăрасшăн, унта ветерансен, выпускниксен, пĕрремĕш курсра вĕренекенсен, пĕр-пĕрне юратакансен аллейисене, футбол тата баскетбол, çуллахи концерт лапамĕсене уçасшăн. Ял çыннисемшĕн Çĕнтерÿ паркĕ тĕнче историйĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсене халалласа уçнă сăваплă вырăн пулĕ. Ырă çынсем парка тирпей-илем кĕртес ĕçе хаваспах хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтерчĕç. Халлĕхе влаçсенчен парк территорине йĕри-тавра карта тытса çавăрма пулăшу ыйтрĕç. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх çамрăк хунава уйрăмах пысăк сиен кÿрет.
Ял çыннисене тĕрлĕ ыйтусене татса пама Халăх фрончĕн хастар членĕсем (Г.А. Прокопьев, В.Л. Петров, Л.Г. Михайлов, Н.А. Митрюкова, В.Г. Буйлова) тата ытти хастар чĕреллĕ çынсем пулăшаççĕ. Парка тирпей-илем кĕртес ĕçе хĕç-пăшаллă вăйсен отставкăри полковникĕ, хăй вăхăтĕнче çар инженер строителĕ пулнă, халĕ «Алмаз-Антей строй» ОООра ĕçченсене ертсе пыракан уйрăмăн начальникĕ Н.Л. Николаев та пулăшма кăмăл турĕ.
Шел пулин те, вырăнти шкул ĕçченĕсем ыйтăва сÿтсе явас ĕçе сÿрĕк хутшăнчĕç. Вĕсен вара ял пурнăçне аталантарас ĕçре яланах малтисем пулмалла. Мĕншĕн тесен шăпах вĕрентекенсем - пулас ăрăва патриотизм туйăмĕ çине таянса воспитани паракансем.
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Ф. Хабиров ахальтен мар: «Сирĕн территоринче кирек мĕн пулсан та эсир уншăн яваплă. Ăна упрасси, аталантарасси, тирпей-илем кĕртесси, унăн шăпи сиртен килет. Ял шăпах наци йăли-йĕркине, çемье хаклăхне, ăрусен çыхăнăвне упракан вырăн. Хамăр умра тăракан ыйтусене кашни кунах татса парсан, утăм хыççăн утăм çитĕнÿ тума пултаратпăр...» - тенĕ.
Ялта Çĕнтерÿ Паркĕ уçас ыйтăва ПР вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралçисен ветеранĕсен организацийĕ тимлесе тăрать. ПР чăвашсен Канашĕ те районти влаçсем халăха шантарнă ыйтусене епле пурнăçа кĕртнине куçран вĕçертмест. Чиновниксем ял халăхĕн ыйтăвĕсене татса пама сăмах пани – Пекенешре çĕнĕ, ырă улшăнусем пуласса шанăç парать.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Кармаскалă районĕ,
Пекенеш ялĕ.
Читайте нас: