Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
12 Нарӑсӑн 2020, 18:05

Асра тытатпăр, мăнаçланатпăр

Слакпуç ял хутлăхĕнчи Ветерансен канашĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле хатĕрленсе сахал мар ĕç пурнăçлать.

Паянхи кун канаш членĕсен умĕнче çивĕч тăракан тепĕр ыйту вăл - Слакпуç ялĕнчи Çĕнтерÿ мемориалĕнче çĕнĕ асăну хăми вырнаçтарасси. Ку таранччен Слакпуç ял Канашĕнчен вăрçă хирне 337 çын тухса кайнă, вĕсенчен 142-шĕ тăван килне таврăнайман тесе шутланă. Çар архивĕнчи материалсене çĕнĕрен тĕпченĕ, ялти ватă çынсемпе тĕл пулса шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн çак цифрăсем улшăннă. Çĕнĕ информаци тăрăх, Слакпуç ял Канашĕнчен фронта 521 çын тухса кайни, 269 çын паттăрсен вилĕмĕпе вилни, 252-шĕ çĕнтерÿпе таврăни паллă.
Слакпуç ялĕнчен, хăйĕнчен кăна, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 323 çын хутшăннă, вĕсенчен 173-шĕ сывă таврăннă. Краснояр ялĕнчен - 33 çын, 13-шĕ вилнĕ. Канаш ялĕнчен фронтра 51 çын пулнă, 25-шĕ çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Чубукарантан 47 çын тăшмана хирĕç çапăçнă, 21-шĕ вилнĕ. Степановкăран 36 çын фронта ăсаннă, 20 çын таврăннă. Соловьевкăран 31 çын вăрçă хирĕнче пулнă, 10-шĕн малашнехи пурнăçĕ тăван ялпа çыхăннă. Вăрçă участникĕсен списокне тÿрлетÿсем кĕртсе çĕнĕ мемориал плита çине кашнин ятне çырса хурĕç. Вырăнти пуçарусене ырласа йышăнакан (ППМИ) программăна хутшăнса Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле ялти Çĕнтерÿ мемориалне çĕнетессишĕн сасăланă Слакпуç çыннисене пĕтĕм чунтан тав тăватпăр.
Вырăнти шкул учителĕсем вĕренекенсене вăрçă паттăрĕсемпе паллаштарсах тăраççĕ, тĕрлĕ мероприятисем, акцисем ирттереççĕ. Çак кунсенче çеç М.М. Трофимова тата О.П. Григорьев вĕрентекенсем ертсе пынипе Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа йĕлтĕрçĕсен «Асăну эстафети» ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Слакпуç шкул ачисем хутшăнчĕç. Вăрçă паттăрĕсен тивлечĕпе вĕсем ялăн мăнаçлă историне малалла тăсаççĕ.
Вера ПАВЛОВА, Ветерансен канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: