Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
15 Сентябрӗн 2021, 10:40

Ача садĕнчи беседка пурне те савăнăç парнеленĕ

Асăннă конструкцине «Реальные дела» программа пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ. Таштамак ял çыннисем шăпăрлансене беседка лартас шутпа ял хутлăх администрацине çитнĕ. Çапла проекта программăна кĕртнĕ. Воспитательсем те, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем те çак çĕнĕлĕхшĕн питĕ савăннă.

Ача садĕнчи беседка пурне те савăнăç парнеленĕ
Ача садĕнчи беседка пурне те савăнăç парнеленĕ

«Реальные дела» программа районта 2015 çултанпа ĕçлет. Вăл ял çыннисен нумай ыйтăвне татса пама пулăшать. Сăмахран, 2020 çулта Толбазă ялĕнчи 2№ шкул йĕри-тавра хÿме тытса çавăрнă, Меселпуç ялĕнчи культура çуртне тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне район центрĕнчи историпе краеведени музейĕн картине, Таштамак ялĕнчи шкула çĕнетнĕ, район центрĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнчи вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăка тата унти трибунăна юсанă.
Кăçал та асăннă программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: