Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
6 Октябрӗн 2021, 11:15

Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр

Ялсенче пурăнакансемшĕн вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ) уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çул сармалла-и, шыв кĕртмелле-и‚ чÿрече улăштармалла-и - е ял çыннисен интересĕсене пĕрлештерекен ытти пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла-и - пуçарулăх бюджечĕпе усă курни чылай пулăшать.

Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр

Анчах программăн пĕрремĕш çулĕсенче ял халăхĕ влаç шухăшне ырласа йышăнмарĕ. Вĕсене çынсенчен укçа пуçтарни хумхантарчĕ. Çапла çак ĕç-пуç тавра тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çынсем ырă ĕçĕн çимĕçне кура пуçларĕç‚ хăйсен шухăшĕсене те улăштарчĕç. Халĕ вара кашни ял Канашĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнса ял территорийĕнче пĕр-пĕр ĕç-пуç пурнăçлама тăрăшать.
Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курасси Мияки районĕнче те вăй илнĕ. Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхĕ 2015 çултанпа асăннă программăна хутшăнать. Ултă çул хушшинче сахал мар ĕç пурнăçланă: 2016 çулта – Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи шкулта çĕнĕ пластик чÿречесем лартнă‚ 2017 çулта – Суккулти пуçламăш шкулпа ача сачĕн çуртне тĕпрен юсанă (чÿречисемпе урайне улăштарнă‚ çĕнĕ карта тытса çавăрнă)‚ 2018 çулта – Хурамал ялĕнчи масар картине тата ун çумĕнчи çурта юсама строительство материалĕсем туяннă‚ 2019 çулта Çирĕклĕ ялĕнчи çулсене тунă‚ 2020 çулта – МТЗ-82 трактор туяннă.
Суккул ялĕнчи масар картийĕ юхăннă пирки ялăн хастар çыннисем пухăннă та вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна кăçал та хутшăнма йышăну тунă. Çак тĕлĕшпе халăх хушшинче пысăк ăнлантару ĕçне ирттернĕ. Унсăр пуçне ыйтăмсемпе пухусем йĕркеленĕ. Юлашки пухура Суккул ялĕнче пурăнакансем 2021 çулта вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнассине çирĕплетнĕ. Кунта вĕсем пĕр саслă пулса масар картине юсассине мала кăларнă. Унсăр пуçне ял çыннисем республика, ял тăрăхĕн бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрассипе, халăхран укçа пуçтарассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.
Масар картине юсама мĕн чухлĕ материал кирлине шутласа кăларсан Çĕнĕ Хурамал ял Канашĕн пуçлăхĕ Иван Павлов строительство материалĕсем туяннă. Вĕсене вырăна илсе килнĕ хыççăн сăваплă ĕçе пуçăннă. Суккул арĕсем пĕрлехи вăйпа тимĕр юпасене çĕр ăшне çапса лартнă‚ профильлĕ пăрăхсене тимĕр юпасем çумне сыпăнтарнă. Масарăн мал енне профнастилпа‚ тепĕр виçĕ енне сеткăпа тытса çавăрнă. Çапла илемлĕ карта çĕкленсе ларнă.
Асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме республика хыснинчен 179 пин те 800 тенкĕ уйăрнă. Ытти вара ялти халăх ăнланулăхĕпе хастарлăхĕнчен килнĕ. «Пĕрлĕхре - вăй» ăнлава мала хурса ял çыннисем 18 пин те 500 тенкĕ пухма пултарнă. Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ ял пурнăçĕнчен нихăçан та аякра тăмасть - тăтăшах пулăшу кÿрет. Хальхинче те вăл 18 пин 500 тенкĕ уйăрса панă. Çĕнĕ Хурамал ял Канашĕ хăйĕн бюджетĕнчен 27 пин тенкĕ хывнă.
Пысăк ĕçе чăннипех те маттур çынсем пуçаруллă пулнăран пурнăçлама май килнĕ. Сăмах май Михаил‚ Сергей‚ Алексей тата Владимир Трофимовсем‚ Василийпе Виталий Микишкинсем‚ Николайпа Анис Антоновсем‚ Сергей Павлов‚ Рамзик Павловпа унăн Владимир ывăлĕ‚ Николай Федоров‚ Николай Сергеев‚ Андрей Кирилов‚ Юрий Матвеев‚ Владимир Фролов‚ Алексей Кирилов‚ Виктор Борисов‚ Александр Азанов‚ Андрей Андреев, Сергей Трофимов‚ Максим Алексеев тата Николай Алексеев тăрăшулăхне палăртса хăвармалла. Вĕсем пĕр тĕвве пухăнса масар картине юсас ĕçе хутшăннă. Арçынсене Галина Трофимова‚ Ирина Трофимова тата Валентина Микишкина вĕри апатпа тивĕçтернĕ. «Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать» тенĕ ваттисем. Çак ĕçре йышпа тăрăшни пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе тăватă кунта вĕçлеме май панă.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.

Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Кĕске вăхăтра масар карти хатĕр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: